Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атнарсем çĕнĕлĕхсемпе савăнтараççĕ

10 июля 2010 г.

Вулакан атнарсен çĕнĕлĕхĕсем пурнăçа кĕрсе пынинчен тĕлĕнме пăрахрĕ те пулĕ, савăнмалли юлчĕ кăна.Вулакан атнарсен çĕнĕлĕхĕсем пурнăçа кĕрсе пынинчен тĕлĕнме пăрахрĕ те пулĕ, савăнмалли юлчĕ кăна.

Республикăри ял тăрăхĕсенчен малтан вĕсен пушар деповĕ ĕçлеме пуçларĕ, фонтан та (хĕллехи те, çуллахи те) хăйĕн илемĕпе тĕлĕнтерет. Атнарсен хĕллехи вăхăтра çул-йĕре юртан тасатса тăма трактор та пур. Велосипедсене тăратмалли хатĕр туса та вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе çынсене тĕлĕнтерчĕç. Пĕлтĕр вĕсем 16 пĕвене йĕркене кĕртнĕ, кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар тума палăртнă, хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх валли ятарлă тăватă пĕве тунă. Çăл куç та пур вĕсен.

Атнарсенни пек республикăра ниçта та залив çук, куншăн та пирĕн савăнмалла. Кăçал вара Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов "Çулталăкри чи лайăх ача-пăча площадки" конкурс йĕркеленĕ. Калас пулать, ача-пăча площадкине тума кăмăл тăвакансен шухăшĕсене шута илсе конкурса малалла тăснă. Хальлĕхе çитес вăхăтра Атнар тăрăхĕнче 15 ача-пăча площадки пуласси палăрать: Атнар ялĕнче – 8, Трапайра – 2, Урикассинче – 1, Туканашра – 2, Березовкăра –1, Сорăмра – 1. Паянхи кун тĕлне ашшĕ-амăшĕсем Атнар, Урикасси, Сорăм ялĕсенче ача-пăча площадкисене туса пĕтернĕ.

Палăртмалла, ача-пăча площадкине тунă çĕрте ял тăрăхĕн администрацийĕн тÿпи те пур, вĕсем хăйăрпа тата строительство материалĕсемпе тивĕçтереççĕ. "Çулталăкри чи лайăх ача-пăча площадки" конкурс çĕнтерÿçисем виçĕ пин тенкĕне тивĕçĕç – вĕсем пирки вара хаçат страницисенче çырса пĕлтерĕпĕр.

Çакăн пек конкурссем ирттерни çынсене пĕр-пĕринпе пĕрлештерет, çамрăксене ĕçлеме вĕрентет, халăхăн культура шайĕ ÿсет, ачасем юратăва, тимлĕхе туйса ÿсеççĕ, çуллахи вăхăтра тĕрĕс канса ÿт-пĕве çирĕплетеççĕ, пĕр-пĕрин ĕçне хаклама вĕренеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика