Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ

09 июня 2010 г.

Ĕнер паллă кун – ыр кăмăллăх ĕçченĕсен, урăхла каласан, социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче вăй хуракансен професси уявĕ пулчĕ.

Социаллă хÿтлĕхре вăй хуракансем хăйсен пурнăçне пархатарлă ĕçе – пурнăç тинĕсĕн авăрне лексе хÿтлĕхсĕр тăрса юлнисемшĕн тăрăшассине – халалланă. Йывăр шăпаллисене хÿтĕлесси ĕлĕкренех пулнă: вĕсем валли ятарлă çуртсем уçнă. Анчах та малтанхипе хальхи социаллă хÿтлĕхе танлаштараймăн. Çынсемпе хутшăнмалли, вĕсен пурнăçне йĕркелесе пымалли пĕр пĕтĕмĕшле тытăм пулса тăчĕ вăл. Учрежденисен çĕнĕ тĕслĕхĕ – социаллă пулăшу центрĕсем йĕркеленчĕç. Районта та кун пек центр пур, ăна Маргарита Васильевна Глухова ертсе пырать. Вăл йĕркелесе пынипе кунти специалистсем ватăсене социаллă, йăла, тата ытти пулăшупа тивĕçтересси аванланчĕ. Центрăн коллективĕнче тимлекенсем хăйсен ĕçне чунпа парăннă, пулăшу ыйтма пыракан кашни çынпа вĕсем тарават, ăшă кăмăллă калаçаççĕ.

– Урăхла пулма та пултараймасть, – терĕ тĕл пулсан М.Глухова. – Ватăсемпе ĕçлеме хăйĕн тайăнĕ кирлĕ. Вĕсене кирлĕ вăхăтра ăшă сăмахпа йăпатма, çупăрласа илме, психологиллĕ пулăшу пама хатĕр тăмалла. Ку ĕçре чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх питех те кирлĕ, центрта тата вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче тăрăшакансен çак енсем ытлашшипех. Çавăнпа вĕсем çак тытăмра ĕçлеççĕ. Çирĕп вăй-халсăррисем вара тĕпленсе вăй хураймаççĕ.

Халăха социаллă пулăшу паракан центр шутне киле пырса пулăшакан, вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсем кĕреççĕ. Районĕпе киле пырса пулăшакан социаллă ĕçченсем 108-ăн шутланаççĕ, вĕсем 120 ватăна пулăшу кÿреççĕ. Тĕрĕссипе вара, хÿтлĕх кирлĕ пĕччен пурăнакан аслă ăру çыннисем районта татах та пур. Анчах та планпа социаллă центр 120-шне çеç хăйĕн хÿтлĕхне илеет. Паянхи кун вĕсемсĕр пуçне тата 14 çын черете тăнă. Вĕсен шăпи хумхантармасăр пултараймасть центр ĕçченĕсене.

Социаллă ĕçченĕн тиевĕ пĕрре те çăмăл мар, анчах та пархатарлă. Ахальтен мар аслă ăру çыннисем вĕсене тăван çыннине кĕтнĕ пек кĕтеççĕ, ырă кăмăл, тăван кил ăшши парнеленĕшĕн тав тăваççĕ. Районта Атнарта тата Березовкăра вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсем пур. Вĕсенче çемье ăшшине 39 ватă тупнă: 11 арçынпа 28 хĕрарăм. Вĕсен пурнăçне канлĕрех тăвассишĕн 7 социаллă ĕçченпе икĕ заведующи ырми-канми вăй хураççĕ. Атнарти тата Березовкăри уйрăмсенче пурăнмалли условисем лайăх, ватăсем хăйсене канлĕ туяççĕ. Çакна та палăртмалла, апатлану хакне пĕчĕклетес тĕллевпе уйрăмсем тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ, хĕл хырăмĕ пысăккине шута илсе консервлаççĕ, тăварлаççĕ, компот-варени те пĕçереççĕ. Çаксем социаллă ĕçченсен тивĕçĕ шутланмасть пулин те. Березовкăри уйрăмра вара ĕне те тытаççĕ. Çавна май сĕт сутăн туянмаççĕ. Ку питех те пысăк пулăшу. Ватăсем экологиллĕ таса продукципе апатланма пултараççĕ.

Социаллă ĕçченсен ĕçне нимĕнле укçа-тенкĕпе те хаклаймастăн. Вĕсем пархатарлă миссие пурнăçлама чăтăмлăх çитернĕшĕн тав сăмахне тивĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика