Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атнарсен юратнă кану вырăнĕ пултăрччĕ

02 июня 2010 г.

Çуллахи уйăхăн пĕрремĕш кунĕ. Вăл ырă, чуна хумхантаракан çутă уявпа – Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунпа – пĕр килет.

Июнĕн пĕрремĕшĕнче Атнар ял тăрăхĕнче залива хута яни çак уява тата пĕлтерĕшлĕрех турĕ. Ачасем – пирĕн шанăç, мăнаçлăх тата тĕрев. Вĕсем пире ырăрах, тасарах тăваççĕ. Вĕсене çуллахи вăхăтра канса ÿт-пĕве çирĕплетме майсем туса пани – пархатарлă ĕç. Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те территорире тирпейлĕ, таса залив пурри аванах. Кунта катамаранпа ярăнма та, шăрăхра хăйăр çинче пиçĕхме те пулать...

Ĕнер Атнар ялĕнчи залива савăнăçлă лару-тăрура уçма ял-йыш чылай пуçтарăнчĕ. Малтанах Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, залив тунă çĕре хутшăннисене ятран тав турĕ. Александр Николаевич хăйĕн сăмахĕнче залив атнарсемшĕн юратнă кану вырăнĕ пуласса шаннине палăртрĕ. Çавăн пекех атнарсене райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ Т.Н.Шереметьева, район Пухăвĕн депутачĕ А.Ю.Степанов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Атнар ял тăрăхĕн депутачĕ В.С.Кузьмин саламларĕç, Атнар ял тăрăхĕ пысăк ĕç тунине палăртса малашне те вĕсене ăнăçу сунчĕç. Игумен Амвросий Атнар ялĕнче пурăнакансене тасалăх сунса заливри шыва «çветить» турĕ. Çав вăхăтрах залив варринче фонтан та ĕçлеме пуçларĕ, хăйĕн илемĕпе çынсен кăмăлне çĕклерĕ. Унтан пухăннисем ачасем шăрантарнă юрăсемпе киленчĕç. Юрă-кĕвĕ сассипе çамрăксем хăйсен ÿт-пĕвне шывра çирĕплетрĕç. Ирхине кăшт сивĕрех те сулхăнрах пулнă пулсан кăнтăр еннелле хĕвел хĕртсе пăхрĕ. Çанталăкĕ те атнарсемпе пĕрле савăнчĕ темелле.

Атнарсем тавралăха илĕр–тÿлĕх кÿрессипе чылай ĕç тăваççĕ: иртнĕ çул вĕсем ял тăрăхĕнчи 16 пĕвене йĕркене кĕртнĕ, кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар ĕç тума палăртнă. Çăл куçсене те вĕсем тасатсах тăраççĕ.

Февралĕн 27-мĕшĕнче района ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров ĕçлĕ çул çÿревпе килсен А.Н.Кузнецов Атнарта залив тумалли проектпа паллаштарнă чухне июнĕн пĕрремĕшĕ тĕлне хута яма сăмах панăччĕ. Апла пулсан Александр Николаевич сăмахне тытрĕ.

Юлашкинчен çакна калас килет: мероприяти çÿллĕ шайра иртрĕ, анчах та пирĕн залив Атнарта çеç мар, малашне районти ытти илемлĕ вырăнсенче те пултăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика