Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Атнар çĕнелме тивĕç»

26 мая 2010 г.

Кăçалхи февралĕн 27-мĕшĕнче района ЧР Президенчĕ ĕçлĕ çул çÿревпе килнĕччĕ. Ун чухне Николай Васильевич Атнар ял тăрăхне те çитсе курнă, залив тумалли проектпа паллашнă.

«Атнар çĕнелме тата капăрланма тивĕç, залив вырăнти ял çыннисемшĕн кăна мар, хăнасемшĕн те хăтлă кану вырăнĕ пулмалла", – палăртнă Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов Н.Федорова залив проекчĕпе паллаштарнă чухне. Çавна май Александр Николаевич республика Президентне Атнарти залива июнĕн 1-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, тĕлне хута яма сăмах панă.

Хăйĕн сăмахне тытрĕ вăл. Бюджетри укçа-тенкĕне хывмасăр чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркине, нимене, пăхăнса пляж территорине тирпейлессипе пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă: йывăç-тĕмсене каснă, шуратнă, çыран хĕрринче катамарансене тăратма пирс ăсталанă, хăйăр кÿнĕ... Канакансене хăтлăх кÿрес тĕллевпе çут çанталăкри материалсемпе усă курса сĕтел-пукан вырнаçтарма палăртнă. Залив йĕри-тавра çутă та пулĕ.

Атнарти залив район çыннисемшĕн юратнă кану вырăнĕ пултăрччĕ.

Çакна та палăртмалла пулĕ: атнарсем тавралăха илĕртÿлĕх кÿрессипе тăтăшах вăй хураççĕ. Уйрăмах ялти пĕвесене, çăл куçсене тирпейлесе тасатсах тăраççĕ. Иртнĕ çул кăна Атнар ял тăрăхĕнчи 16 пĕвене йĕркене кĕртнĕ. Кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар ĕç тума палăртнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика