Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр

31 марта 2010 г.

Вăхăт иртнĕçемĕн çыннăн асĕнчен нумай информаци сирĕлсе çухалма пултарнине çирĕплетеççĕ ученăйсем. Чи кирли, пысăк пĕлтерĕшли кăна нумайлăха юлать иккен. Пирĕн малтанхи вĕрентекенĕмĕрсем те çав шутра пулинех, мĕншĕн тесен вĕсене, хаклăран та хаклă çыннăмăрсене, эпир манма пултараймастпăр. Йывăр самантсенче пирĕншĕн шанчăк çăлтăрĕ евĕр çутатаççĕ, шăнса кÿтнĕ чунăмăрсене чĕререн тухакан сăмахĕсемпе ăшăтаççĕ. Тайма пуç вĕсене ĕмĕр-ĕмĕре.

Манăн пĕрремĕш вĕрентекен – Галина Николаевна Махоркина. 1978 çулта, ултă çула çитсен, Атнарти вăтам шкулта нулевой класра вĕренме тытăннăччĕ. Урикасси, Туканаш, Атнар, Трапай ачисемччĕ эпир унта. Галина Николаевна пирĕншĕн атте те, анне те пулнă. Вăл каланă кашни сăмахах чи тĕрĕсси, чи ĕненмелличчĕ. Çак педагог пире парта хушшинче тĕрĕс ларма хăнăхтарнă, кĕнекепе тетраде мĕнле тирпейлĕ тытмаллине, асфальт çул çинче хăш енпе çÿремеллине тата ытти нумай-нумай япалана вĕрентнĕ. Ун чухне эпир, садике çÿресе курманскерсем, пĕр-пĕринчен те, аслăрах çулхи ачасенчен те ютшăннă. Ырăран та ырă кăмăллă вĕрентекенĕмĕр кашнинех ăнланатчĕ, кирлĕ те вырăнлă сăмахсем тупса ыттисемпе хутшăнтарма тăрăшатчĕ. Апла пулсан, анлă пурнăç çулĕн малтанхи утăмĕсене тума вĕрентекенĕ те вăлах.

Галина Николаевна шкулта чылай çул хушши тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Çапах та талантлă педагог, ăста музыкант, юрăçă лăпланса ларман. Кĕçĕн тата вăтам çулхи вĕренекенсене пухса пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕччĕ. Унти кашни ачах пĕр-пĕр музыка инструменчĕпе вылятчĕ тата юрă шăрантаратчĕ. Хăй вăхăтĕнче çак ансамбль тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ пулса нумай парнесене тивĕçнĕччĕ. Хисеплĕ вĕрентекенĕм Трапай ялĕнче пурăнать. Ăна ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

Пĕрремĕш класранпа пире Леонилла Витальевна Чумакова ăс панă. Кашни шкул ачинчех пĕчĕк çынна курма пултаратчĕ. Çакăнпа пĕрлех вăл йĕркене пăхăнса, тĕрĕс, тирпейлĕ ĕçлеме вĕрентетчĕ, пуçланине вĕçне çитерме хăнăхтаратчĕ, çирĕп ыйтатчĕ. Шкула вăл хушнине пурнăçламасăр кайма пултарайман эпир. Сăмах май, ун чухне кĕçĕн класс учителĕсем музыка, физкультура, рисовани урокĕсене те хăйсемех ертсе пынă. Класра эпир çирĕм çиччĕнччĕ. Пире мĕн пĕчĕкренех чи кирли туслăх иккенне ăнлантарса ÿстерчĕ вăл. Çавăнпах пулĕ, шкул пĕтернĕренпе çирĕм çул иртсен те, яланах çакна асра тытатпăр. Иртнĕ çуллахи тĕл пулура та пурте тенĕ пекех пуçтарăнтăмăр, Санкт- Петербург, Чул хула, Мускав хулисенчен, Германи çĕршывĕнчен, нумайăшĕ аякри Тюмень облаçĕнчен килсе çитнĕччĕ. Леонилла Витальевна пире вĕрентнĕ вăхăтри пекех чунĕпе те, сăнĕпе те хитре, илемлĕ, малалла та çаплах пултăрччĕ. Тавтапуç сире, учителĕм.

Çичĕ çул хушши – тăваттăмĕшĕнчен пуçласа вуннăмĕшне çитиччен – пирĕнпе юнашар Ольга Семеновна Соколова пулнă. Çак вăхăтра эпир ăна пурте хăнăхса çитнĕччĕ, "анне" тесе сăмахпа каламанни çеç юлнă пулĕ. Çав тери сăпайлă, ырă кăмăллă, мĕн тери ăслă çын вăл. Вырăс чĕлхи тата литература предмечĕсене вĕрентнĕ. Йывăр материала та вăл хăвăрт ăнланмалла, çăмăллăн вĕрентетчĕ. Класс сехечĕсене мĕнле ирттернисем те, тĕрлĕ мероприятисене хатĕрленнисем те, вĕсене хутшăннисем те – пурте куç умĕнчех, паян та асăмрах. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра шкулта ирттернĕ ăмăртусен, конкурссен, ытти мĕн пур ĕçсен кăтартăвĕсемпе пирĕн 10 А класс пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ, Гороховец-Владимир-Суздаль хулисенче экскурсире пулса курма путевка çĕнсе илнĕччĕ. Ку пирĕншĕн мĕн тери савăнăç, телей пулнăччĕ. Çакăнта, паллах, класс ертÿçин тÿпи калама çук пысăк. Вăл тăрăшни, ăс пани сая кайман апла пулсан.

Шкул хыççăн аслă пĕлÿ илсе хам та вĕрентекен пулса тăтăм, çамрăк ăрупа тачă çыхăну тытатăп. Ĕçĕмре мĕнле те пулин иккĕленмелли япала тупăнсан: "Çак самантра пирĕн Ольга Семеновна мĕн тунă пулĕччĕ-ши? Ку пулăмран мĕнле тухĕччĕ-ши?" – тесе ума ыйту лартатăп. Класс ертÿçи маншăн кашнинчех ырă тĕслĕх вырăннеччĕ, паянхи куна та çаплах.

Çулĕсем малаллах васкаççĕ, çапах та пирĕн хаклăран та хаклă çыннăмăр çамрăк-ха, ан ватăлтăрччĕ те. Нумай-нумай çул хушши тăванăрсемпе, мăнукăрсемпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп, юратнă çыннăмăр. Çĕре çити пуç таятăп сирĕн умăрта, Ольга Семеновна.

Тăван шкулăмри ăс панă кашни вĕрентекенех маншăн хисеплĕ çын. Вĕсемех пире наукăпа искусство тĕнчине кĕме çулсем уçса панă, сывлăха çирĕплетме, упрама, пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхтарнă, пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕ çине кăларнă. Çавăнпа та пурне те чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатăп.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика