Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трапайра – çĕнĕ ферма

31 октября 2009 г.

Районти Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн, октябрĕн 29-мĕшĕнче, "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем Трапайра выльăх-чĕрлĕх ферми хута кайнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Унта район пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.

А.И.Криковпа "Коминтерн" ЯХПКан ертÿçи А. Б.Новикова тата кунти ферма заведующийĕ А.Г.Данилов хĕрлĕ хăю касрĕç. Александр Иванович кооператив ĕçченĕсене фермăна хута янăшăн тав туса малашлăхра ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех вăл атнарсем юлашки çулсенче хĕле çĕнĕ объектпа кĕнине ырăпа палăртрĕ. Темиçе çул каялла та, шăп та лăп октябрĕн 29-мĕшĕнчех, Александр Иванович «Коминтернра» çĕнĕ технологипе ĕçлекен пĕр пин ытла пуç сысна усрамалăх ферма хута кайнă çĕре хутшăннă.

Акă, иртнĕ çуркуннех кооперативри выльăхсем Трапайри кивĕ ферма çуртĕнчен çаран çине тухрĕç. Кĕске вăхăтра хута кайнă çĕнĕ фермăра паян вара тăватă уйăхран иртнĕ 300 пуç выльăх ÿт хушĕç.

Çавăн пекех А.Новикова пĕлтернĕ тăрăх, фермăра тăрăшма тăватă çын валли ĕç вырăнĕ пур. Фермăра вĕсен ытларах тислĕке хырса тасатассипе ĕçлеме тивĕ, ытти вара пĕтĕмпех хальхи пурнăç ыйтни пек – çĕнĕлле. Калас пулать, çĕнĕ фермăна хута ярас тесе кооператив виçĕ миллион та 400 пин тенкĕ яхăн тăкакланă, вăл шутра ĕç укçи тÿлеме пĕр миллион тенкĕ хывнă.

Атнарсен малашлăхра та тумалли ĕçсен планĕ пысăк. Çитес çул вĕсем сыснасем ытларах самăртса услам тума майсем шырасшăн, ун валли кунта тăрăшакансен строительство ĕçне ытларах тимлĕх уйăрма тивĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика