Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕресем пулсан вĕри

14 октября 2009 г.

1960 çулхи кĕркунне Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне 20 çулхи Земфира Фондеркина (хĕр чухнехи хушамачĕ) вĕренме кĕрет. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сорăм ялĕнче 1939 çулта çуралнă пике Березовкăри пуçламăш, унтан Атнарти вăтам шкулта вĕреннĕ, колхозра ĕçленĕ. Земфира, ачаранах ăста юрлама юратнăскер, пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи пулса районти тата республикăри конкурссемпе фестивальсене хутшăнма ĕлкĕрет, дипломсемпе грамотăсене тивĕçет.

З.К.Яковлева Канашри педагогика училищинче (1960-1964), унтан Хусанти педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче (1965-1970) куçăмсăр майпа вĕренет. Педагогика училищинчен вĕренсе тухсассăн, пултарулăхне кура, педучилищĕрех ĕçлеме хăвараççĕ, музыкăпа шкул тата шкул çулне çитмен ачасене вĕрентме хатĕрлекен уйрăмсенче вĕренекенсене дирижированипе унăн техникине алла илме хăнăхтарать. 1977 çулта Шупашкара пурăнма куçать. Дирижированипе ĕçлекен специалистăн сасă енĕпе те ăстаçă пулмалла. Вĕреннĕ çулсенче Земфирăн, лайăх юрлас килнипе, кулленхи пурнăçра хăш-пĕр илĕртекен туйăмсенчен пăрăнма тивнĕ. Çакăн çинчен Итали халăхĕн чаплă юрăçи Карузо каланине асрах тытнă: сасă гигиенине тĕрĕс ăнланса тытса пымалла, апат-çимĕç çисе тултарнин сиенлĕхне пĕлмелле тата ытти те. Земфирăн юрлас ăсталăхĕ çулсерен ÿссех, илемленсех пырать. Шупашкара пурăнма куçсассăнах республикăри учительсен çурчĕ çумĕнчи «Учитель» халăх капеллин солистки пулса юрлать. Сакăр вуннăмĕш çулсем варринче Земфира Кузьминичнахалăх сăмахлăхĕпе, йăли-йĕркипе, юрри-сăввипе çине тăрсах кăсăкланма пуçлать.

З.К.Яковлева XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче фольклор ушкăнĕсемпе тунă ĕçĕ-хĕлĕ республикăн культура пурнăçĕнче лайăх йĕр хăварчĕ. Чăваш культура министерстви, чăваш ăслăлăхĕн тĕпчев институчĕ йĕркеленĕ «Вирьял» юхăм конференцийĕнче «Пейĕт» фольклор ушкăнĕ лайăх ĕçсем кăтартрĕ. Ачасен театрализациленĕ Сорăм тăрăхĕнчи халăх юррисем чăннипех куракана хумхатрĕç. Коллективăн çитĕнĕвĕ унăн ертÿçине малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ. Шупашкарти ачасен керменĕнче пултарулăх уйрăмне ертсе пынă Земфира Кузьминична арçын ачасен хорне те йĕркелесе ярать. Ăста педагог-музыкантăн ĕçри пултарулăхне 1979-1982 çулсенче Шупашкарти педагогика училищинче те палăртаççĕ, тĕрлĕ конференцисемпе концертсене йыхăраççĕ. 1986 çулта З.К.Яковлева ертсе пынă «Сенти» ятлă арçын ачасен ансамблĕ Пĕтĕм Союзри çамрăк юрăçсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, 1986 тата 1988 çулсенче «Веселые нотки» телепередачăсене хутшăнать. «Пейĕт» фольклор ушкăнĕн биографийĕ татах та тарăнрах. Вăл Шупашкарта, республикăра ирттернĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Çак ансамбль 1-мĕшпе 2-мĕш Пĕтĕм чăвашсен «Путене» фестивалĕнче лауреат ята тивĕçет. 1984 çулта Йошкар-Олари Раççей шайĕнче ирттернĕ «Пампалчĕ» ачасен пултарулăх конкурс-фестивалĕн дипломанчĕ те.

1993 çултанпа З.К. Яковлева И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче культурологи кафедринче ĕçлет. Доцент. Университетра вĕрентме музыка фольклор программине хатĕрленĕ, çак курсăн занятийĕсене хăех ертсе пырать. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студентсен «Сипет» фольклор ансамблĕн ертÿçи те.

Земфира Кузьминична – нумай-нумай наука статйисемпе вĕренÿ пособийĕсен авторĕ. Чи паллăраххисем: Сорăм юррисем: З.Яковлева пухса хатĕрленĕ çĕр ытла юрă. – Шупашкар, 1994. – 93с; Детский фольклор и приобщение к народным традициям. Народная школа: "" 2-3, 1994. – С. 96-98.; Общее и особенное в композиционном строе пирушечных песен верховых чувашей: Материалы научной конференции. – Чебоксары. 1998. – С. 84-85.; И.Я.Яковлев и народная песня: Материалы научной конференции. – Чебоксары, 2002. – С. 76.; Ачасен фольклор ансамблĕ – пĕлÿлĕхпе ăсталăх çăл куçĕ, сипетлĕх шкулĕ: Халăх еткерĕ: упраса аталантарас ыйтусем. – Шупашкар: ЧГП, 1996. – С. 113-116.; Чăваш музыка фольклорне шкулта вĕрентесси: Методикăллă рекомендацисем. – Чебоксары: ЧГУ, 2007. – 24 с.

Ю.КУДАКОВ, Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕн доценчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциаци членĕ.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика