Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмаха тивĕç

07 октября 2009 г.

Мĕн тери илемлĕ, сăпайлă сăмахсем. Çак сăвă йĕркисене ятарласа Людмила Николаевна Мадебейкина çинчен çырнă тейĕн. Чăнах та, ашшĕ-амăшĕ ăна çак тĕнчере ырă тума çуратнă. Ырлăх вара çынна чыс-хисеп, юрату, ăнăçу, сывлăх парать. Людмила Николаевнăран ырлăх тапса тăрать, унăн тараватлăхĕ ыттисене витĕм кÿрет. Ахальтен каламан ваттисем: "Ырă ырăпа таврăнать".

Л.Н.Мадебейкинан ыр кăмăллăхне, пултарулăхне мĕнпе виçме пултаратпăр-ши; Çыннăн пурнăçĕ чăннипех те телейлĕ те чаплă пултăр тесен, харпăр хăйне килĕшекен ĕç суйласа илмелле. Людмила Николаевна вара учитель ĕçне суйласа илнĕ. Педагог йывăрлăха парăнмасть, вĕрентекен ĕçне кăмăлтан юратса пурнăçлать, çитĕнÿсем туса пырать, ачасене çирĕп пĕлÿ парас тесе чунтан тăрăшать. Çакă учителĕн ĕçне пархатарлă тăвать. Ачасем ăна пĕтĕм чун-чĕререн кăмăллаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене Л.Н.Мадебейкина ăс-тăн панишĕн савăнаççĕ те мухтанаççĕ.

Калас пулать, çут çанталăк пултаруллă учителе талантне туллиех панă. Унăн сăн-сăпачĕ те, тыткаларăшĕ те, калаçăвĕ те килĕшÿллĕ, ытарлă.

Л.Н.Мадебейкина сахал мар ачана пурнăçăн анлă та такăр çулĕ çине тăма пулăшнă. Унăн вĕренекенĕсем мухтава тивĕçлĕ çĕр ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, учительсемпе врачсем, çар çыннисем... Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ырми-канми ĕçлеççĕ, юратнă учительне манмаççĕ, уявсенче саламлаççĕ.

Людмила Николаевна Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта 28 çул вăй хурать.

– Шкула тин çеç ĕçлеме килнĕ пек туйăнать. Кăмăлпах ачасене вĕрентме пуçларăм. Опытлă педагогсем ĕçре пулăшрĕç, тĕрĕс шухăшсемпе манăн кăмăла çĕклерĕç. Çĕнĕ ăрăва ăс-тăн парасси иксĕлмен-ха, – тет куларах Людмила Николаевна.

Чăнах та, Л.Н.Мадебейкина шкулта пуян опытлă учительсенчен пĕри. Вăл "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн район пуçлăхĕн, ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисене тата Тав çырăвне пĕрре мар илме тивĕçлĕ пулнă.

Вăл паян та пурнăç кăларса тăратнă задачăсене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлет. Çитĕнекен ăрăва хальхи йывăр тапхăрта пăтранса каймасăр, çирĕппĕн утма ăс-тăн, вăй-хал парать.

Педагог ĕçĕ те йывăрлăхсăр мар, апла пулин те Л.Мадебейкина хăйне коллективра яланах хаваслă, ырă кăмăллă тытать. Вăл илемлĕ те илĕртÿллĕ юрлама пĕлет. Уявсенче, смотрсенче хăйĕн янравлă сассипе çынсене савăнтарать, кăмăлĕсене çĕклет.

Çакăн пек çирĕп те пултаруллă, чăтăмлă пуласси çемьери лару-тăруран нумай килет пулĕ. Акă, Евгений Алексеевич хăйĕн юратнă мăшăрне кашнинчех пулăшма тăрăшать, учителĕн йывăр ĕçне ăнланать. Мĕншĕн тесен унăн амăшĕ те учитель пулса ĕçленĕ-çке. Ывăлĕсем, Алешăпа Сергей, юратнă амăшне икĕ ăмăрт кайăк пек сыхлаççĕ, упраççĕ тейĕн. Мадебейкинсен çемйинче телейпе килĕшÿ хуçаланать.

Людмила Николаевнана 50 çулхи юбилейпа чун-чĕререн саламласа пурнăçăн тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе шанчăклă утса пыма çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, пархатарлă кун-çул, çăл куç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей сунатпăр.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика