Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ачăр ача садне çÿрет-и?

30 сентября 2009 г.

Саламлатпăр! Мĕнле ача садне суйлассипе, путевка илессипе çыхăннă хумханусем кайра ĕнтĕ. Анчах та ыйту сиксе тухать: мĕнле-ха сирĕн çакăн пĕчĕк ачăр çĕнĕ лару-тăрăва хăнăхĕ; Ăна çĕнĕ аппасемпе – воспитательсемпе – тата ытти ачасемпе хăтлă пулĕ-ши; Адаптаци тапхăрне мĕнле çăмăллатмалла-ши;

Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине пулăшма пултарать. Сăмахран, ачăрпа садик пирки калаçăр. Унта мĕн чухлĕ çĕнĕ тетте, çĕнĕ юлташсем пулни пирки калăр. Ырă кăмăллă воспитательсемпе вĕсене интереслĕ пулнине, унта занятисем ирттернине те пĕлтерĕр. Садикре ăна ÿкерме, сăрлама, ташлама, юрлама вĕрентнине калама ан манăр. Пĕр сăмахсăрах, малтанхи кунсенче куççуль пулĕ, тен, эрнипех. Анчах та ĕненĕр: ытларах чухне ача ашшĕ-амăшĕ пур чухне макăрать, ушкăна кĕнĕ хыççăн хăвăрт лăпланать.

Пĕрремĕш кунсенче ачана 2-3 сехетлĕх çеç ача сачĕпе хăнăхтарăр. Çĕнĕ вырăнта вăл çимест пулсан, ан пăшăрханăр. Малтанхи вăхăтсенче пепкĕре "эпир иксĕмĕр ача садне кайăпăр" тесе калама та юрать. Шăпăрланăр лайăх калаçма пĕлмест пулин те ача садĕнче кун мĕнле иртнине ыйтма ан манăр. Енчен та ачăрпа пĕрмай калаçсан, эсир вăл вăхăта мĕнле ирттернине пĕлетĕр. Çапла майпа, пĕр-икĕ эрнерен эсир пĕрремĕш хут пепкĕре ача садĕнче çывăрма хăвартăр. Каллех куççуль. Малтанхи вăхăтра, тен, вăл япăхрах та çывăрĕ. Ку нимех те мар. Опытлă воспитательсем ăна пулăшĕç, юрă юрласа парĕç, юнашар ларĕç. Ача садне туллин хăнăхасси виçĕ уйăха тăсăлать. Чăтăмлă пулăр. Пĕрремĕш çулсенче чирлессинчен пăрăнаймăр. Ан хăрăр, ачăрăн сăмси нăшиклетме пуçласанах больничнăйпа ан ларăр. Йывăрах мар сунаса е ÿслĕке, вăхăтра сиплесен, ача садне çÿресех çĕнтерме пулать. Сывă ачапах пĕр-икĕ эрне ларсан эсир каллех çĕнĕ куççульпе тĕл пулăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика