Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татса памалли çивĕч ыйтусем

16 сентября 2009 г.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче «Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ял хуçалăх ыйтăвĕсене татса парас ыйтупа районти семинар иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ А.И.Криков, унăн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем тата ветеринари службин специалисчĕсем хутшăннă.

Çак мероприятие ирттерме «Коминтерн» ЯХПК-на ахальтен суйласа илмен. Кунта хĕле хатĕрленес ĕç çине яваплăха туйса пăхаççĕ. Акă, Атнарти выльăх-чĕрлĕх комплексне тата Трапайри фермăна юсаса çĕнетеççĕ. Çавăн пекех выльăх апачĕн çирĕп никĕсне хывса хăварнă. Утă-улăма выльăх-чĕрлĕх витисем çумне кÿрсе хунă.

Семинара хутшăннисем чи малтанах Трапайри фермăна çитсе курнă.

– Ферма çурчĕн стенисене кăна хăвартăмăр, – каласа пачĕ хуçалăх директорĕ Альбина Новикова. – Хальхи вăхăтра строительсен бригади керамзит бетонĕнчен урай сарас ĕçе вĕçлерĕ. Кунпа пĕрлех чÿречесем лартса тухрĕç.

Иртнĕ уйăхрах цинкланă металпа вите тăррине витсе пĕтернĕ. Строительсем умĕнче яваплă задачăсем тăраççĕ. Вĕсене вăхăтра татса парассишĕн тăрăшаççĕ те паян. Октябрĕн 1-мĕшĕнче кунта Атнар комплексĕнчен тăватă уйăхран пуçласа çулталăкченхи вăкăрсемпе пăрусене кĕртсе яраççĕ. Пурĕ 250 пуç тăмалла. Вĕсене кăкарса тытмаççĕ. Хуçалăхăн тĕп тĕллевĕ – ĕне выльăх йышне ÿстересси. Çавна май йывăр ĕçсене пĕтĕмпех механизацилеме палăртнă. Кĕçех тислĕк кăлармалли транспортерсем, выльăхсене шăвармалли система, выльăх апачĕ валеçмелли агрегатсем вырнаçтарĕç, витене электричествăпа тивĕçтерĕç.

«Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕн администраци çуртне пухăнсан, семинар ĕçне хутшăнакансем выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи сакăр уйăх кăтартăвĕсене, ферма çурчĕсене йĕркене кĕртес ыйтăва пăхса тухнă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин пĕлтернĕ тăрăх, чи малтанах вырма ĕçĕсене лайăх пахалăхпа вĕçленине палăртмалла. Кăçал, малтанлăха палăртнă тăрăх, районти хуçалăхсем 8130 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Пурĕ 18020 тонна тырă пухăннă. Гектар тухăçĕ 22,2 центнерпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕх витисене юсас ĕçе те япăх мар йĕркеленĕ. «Коминтерн», «Свобода», «Победа» хуçалăхсенче ку енĕпе уйрăмах пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр çĕрте ĕçе тăсса пыраççĕ. Витесем юсавсăр, апат сахал пулсан выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци хисепне ÿстереймĕн. Çакă уйрăмах хĕл кунĕсенче сисĕнессе кĕтмелли çеç юлать.

Семинарта ăратлăх ĕçне лайăхлатас пирки те ыйту çĕкленĕ. Кĕтÿ йышне çĕнетмесен ăçтан-ха выльăхсен продуктивлăхĕ пысăк пулĕ;

Семинар вĕçĕнче район пуçлăхĕ А.Криков хуçалăх ертÿçисем умне çакăн пек тĕллев лартнă: кĕр тыррисем акмалли плана халех пурнăçламалла, кĕрхи çĕртме тăвас ĕçе хăвăртлатмалла тата ферма çурчĕсене хĕле хатĕрлесе çитермелле.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика