Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун канăçне утарта тупнă

09 сентября 2009 г.

Туканашра Курак кукри текен пысăках мар урам пур. Ĕлĕк-авал ку вырăнта çÿллĕ йывăçсем кашласа ларнă иккен. Вĕсен тăрринче хура курак йăви йышлă пулнă. Кайăксем ирсерен пĕлĕт пек тÿпене çĕкленнĕ...

Андрей Иванович Даниловăн маçаккăшĕ, Чулхула облаçĕнчи Каменкăра çуралса ÿснĕскер, çак тăрăхра сава турпасĕ туса пурăннă. Кантăк завочĕ валли кирлĕ пулнă çав япала. Кайрантарах вырăс çемйи кунтах тĕпленнĕ.

– Эпĕ маçак пÿрчĕ ларнă вырăнтах çурт-йĕр çĕклерĕм, – тет халĕ Андрей Иванович. – Курак кукри маншăн темрен те хаклă. Кунта эпĕ ача çулĕсенче çарран чупса çÿренĕ. Çитĕнерехпе колхоз ĕçне хутшăннă: звеньевой, бригадир, колхоз председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Çакăнтах хамăн мăшăрăмпа, Ольга Сергеевнапа, ултă ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Андрей Ивановича пĕчĕклех ĕç куршанакĕ çыпçăннă. Вăл çичĕ çултах аслисене пулăшма тытăннă. Ĕç – пурнăç тыткăчи тенине пуçран кăларман.

– Ĕмĕр тăршшĕпех кăткă пек чупкалатăп, – тет А.Данилов. – Ăна тумалла, кăна... Хальхи вăхăтра манăн çуллен 30-40 вĕлле шутланса тăрать. Çу кунĕсенче ку хисепе 50-60-а çитеретĕп.

Çак 80 çула çитсе пыракан çын çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн. Унăн чун-чĕри тулли вăйпа тапса тăрать. Кĕлеткинче халĕ те çамрăк чухнехи хăват пур. Тăпра эрозине хирĕç кĕрешессине вăл хăйĕн пурнăçри тĕп тĕллевĕ вырăнне хурать пулĕ. Андрей Иванович пур çĕрте те – çырмара, урамра, пахчара йывăç лартнă. Акă, садри 100 тĕп улмуççи пан улми парать. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме, çимĕç илме пĕртте çăмăл мар. Вуллисем тавра çĕре кăпкалатмалла, тислĕк хурса çемçетмелле. Çуркунне хурт-кăпшанкă тапăнасран хими им-çамĕ пĕрĕхтерсе хÿтĕлемелле.

Андрей Иванович 50 çул ытла пыл хурчĕсен вĕллисене вăрманта тытнă. Юлашки виçĕ çул унта илсе кайман. Утар вырăнĕнчи 30 тĕп улмуççи çимĕçĕпе савăнтарать. Кил хуçи каланă тăрăх, унти пÿрте те, ытти çурт-йĕре те пăсман.

Кил умĕнчи çырмара та чăн-чăн вăрман çитĕнет. Тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă унта, халĕ вĕсем тарăн тымар янă ĕнтĕ. Çĕре ишĕлесрен, тарăн шырлан пулса каясран çирĕп сыхлаççĕ. Илемĕ те çук мар. Çуллахи вăхăтра лапсăркка йывăçсем айĕнче уçă, сулхăн. Кайăк-кĕшĕк юрă янратать...

1996 çулта А.Данилова эрозие хирĕç кĕрешсе пархатарлă ĕç тунăшăн çут çанталăка хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен райкомăн Мерзлайкинпа Овчинников премине панă. Сăмах май, "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе те наградăланă ăна. Çак чыса чăннипех тивĕçлĕ вăл.

Андрей Иванович ял хуçалăх управленийĕн хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен тĕп зоотехникĕнче 15 çул тăрăшнă. Çак тупăшлă отрасле кашни хуçалăхрах аталантарассишĕн нумай вăй хунă. Туканашра хурт-хăмăр комплексĕ тутарнă. 48 метр тăршшĕ, 12 метр сарлакăш çурта студентсен ушкăнĕ пĕр уйăхра купаласа пĕтернĕ. Хĕрлĕ Чутайри халĕ ĕçлекен хурт-хăмăр магазинне те вăл тĕп зоотехникра ĕçленĕ вăхăтра çĕкленĕ. Ку кăна-и; Çав çулсенче районти хуçалăхсенче 1500 вĕлле шутланнă. Уйрăм çынсен утарĕсемпе вара 5500 вĕллене çитнĕ. Акă, вăрман хуçалăхĕнче – 300, "Коминтерн" хуçалăхра 600 çемье пулнă. "Искра", "Маяк", "Путь Ильича", Ленин ячĕллĕ, "Присурский" хуçалăхсенче те утар ĕçне лайăх йĕркелесе янă.

– Хуртсене хамăн чун тухичченех тытма шухăш пур, – терĕ Андрей Иванович. – Эпĕ вĕсене хăнăхнă, лайăх пĕлсе çитнĕ. Кÿрентерместĕп çав ĕçчен чĕр чунсене. Хăйсем те пархатар кÿреççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул кăна ачасем 17 фляга пыл Воркутана илсе кайрĕç. Усăллă, техĕмлĕ, çĕр тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма пулăшакан продукт пурне те кирлĕ. Хăш-пĕр çулсенче патшалăха килти вĕллесенчен икĕ тонна чухлĕ пыл сутни те пулнă.

Çыннăн хăй пурăннă чухне сад-пахча лартса чĕртмелле, ача-пăча ÿстерсе çын тумалла, теççĕ. Андрей Ивановичпа Ольга Сергеевнан çаксем пĕтĕмпех пур. 55 çул пĕрле пурăнса савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те пулнă вĕсен. Халĕ ачисен 14 мăнукĕпе йăпанаççĕ. Çакă – пĕтĕм ырлăх-пурлăхран хаклă пуянлăх, çĕршыв тĕрекĕ.

Асатте-кукаçи пулсан та ĕç ветеранĕн чунĕ шухă-ха. Вăл халĕ те çамрăк чухнехи пекех юрра-кĕвве килĕштерет. Пушă вăхăтра е хăна-вĕрле пухăнсан алла хут купăс е балалайка тытать. Шăранать вара пÿртре çĕкленÿллĕ те илемлĕ кĕвĕ. Кăмăл тулнине, чун-чĕре хăпартланса çĕкленнине туйса илет кун пек чухне Андрей Иванович.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика