Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă – халăх пуянлăхĕ

02 сентября 2009 г.

Кăçал çут çанталăк ял çыннине хăйĕн ырлăх-пурлăхĕпе савăнтарать. Тулăх кĕр тивлечĕ хуçаланать паян Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче. Пур хуçалăхра та кĕлетсем ылтăн мул-пуянлăхпа тулса ларчĕç. Вăл сутмалăх та, валеçсе памалăх та пур.

Вырмана тухас умĕн хăмăлта ларакан тырă 8440 гектар лаптăк йышăнатчĕ. Паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсем унăн 90 процентне пухса кĕртнĕ. Ю.Ярадаев уйрăм предпринимательпе "Мочковашский" фермер хуçалăхĕ ку ĕçе чи малтан вĕçлерĕç. "Нива", "Коминтерн" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче те ĕç çи хăвăртлăхĕ аван. Асăннă хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕ çĕнех те мар. Çапах "ватăлнă" техникăпах вĕсем тухăçлă усă кураççĕ. Уй-хир карапĕсене опытлă çынсене шанса панă. Вĕсен яваплăхĕ пысăк.

Атнарсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки уйрăм чарăнса тăрас килет. Вĕсен кăçал 1413 гектар çинчи тыр-пула пуçтарса илмелле. Çумăрсем чăрмантарчĕç пулин те кунта паян-ыран вырма вĕçленет. Гектар тухăçĕ аван – вăл 30 центнерпа танлашать. Хуçалăх ертÿçисемпе ял хуçалăх специалисчĕсем ĕçе конвейер меслечĕпе йĕркеленĕ. Уй-хирти тырă йĕтем çине пырать, ăна кунта сортлаççĕ те кĕлете ăсатаççĕ. Уйсене улăмран тасатсан пушă лаптăксене сухаçăсем пырса кĕреççĕ. Хатĕр çĕрсем çинче ака агрегачĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Паянхи кун тĕлне механизаторсем 450 гектара яхăн кĕр тыррисем акса хăварнă.

Хăш-пĕр çĕрте топливо çитменнипе агрегатсем кал-кал ĕçлеймеççĕ. "Коминтернта" ку ыйтăва тахçанах татса панă. Çунтармалли-сĕрмелли япаласене кирлĕ чухлех хатĕрлесе хунă. Ку кăна мар-ха. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ, район Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Куропаткин çак хĕрÿ тапхăрта комбайн штурвалĕ умне тăнă.

Вырмара ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе яман ял хуçалăх предприятийĕсем те пур-ха. Кун пеккисем тырă пухса кĕртме, кĕр тыррисем акса хăварма васкамаççĕ. Çĕр хатĕрлес, вăрлăх тасатса тирпейлес тĕлĕшпе те урлă выртана тăрăх çавăрмаççĕ. Çакăн пек юлса пыракан хуçалăхсен шутне "Асамат" обществăна кĕртмелле.

Кĕрхи культурăсем пысăк тухăç панине хуçалăхсен ертÿçисем те, агрономсем те питĕ аван пĕлеççĕ. Сăмахран, ку таранччен 8093 центнер ял хуçалăх культурисен пахалăхне тĕрĕсленĕ. Çав шутран 6740 центнерĕ кондицие çитнĕ. "Коминтерн", "Победа", "Путь Ильича", "Свобода", "Аккозинский" хуçалăхсенчи вăрлăх ака стандартне ларнă. "Авангард", "Сура", "Асамат" предприятисем вăрлăх пахалăхĕпе мухтанма пултараймаççĕ.

Сентябрь уйăхне кĕтĕмĕр. Кунсем кĕскелчĕç, çумăрсем çуса ĕç çи хăвăртлăхне чакарас хăрушлăх та пур. Çакна шута илсе паян пур çĕрте те уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă вĕçлес тесе тăрăшмалла. Хĕвеллĕ кунсен кашни саманчĕпе усă курни, техникăна тухăçлă ĕçлеттерни, вырмана хутшăнакансен яваплăхне ÿстерни уй-хир пуянлăхне – ылтăн тырра вăхăтра пухса кĕртме май парĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика