Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье çирĕплĕхĕ – килĕшÿпе юратура

15 июля 2009 г.

Раççейре Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалласа районти ЗАГС пайĕ уяв йĕркелерĕ, унта район пуçлăхĕ А.И.Криков юратупа килĕшÿре пурăнакан çемьесене саламларĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ уява килĕшÿре пурăнакан ача-пăчаллă çемьесене йыхравланă. Палăртмалла, район территорийĕнче нумай çул юратупа килĕшÿре пурăнакан çемьесем питĕ чылай. Хальхинче уява II Липовкăри Николай Васильевичпа Анастасия Викторовна Индейкинсене, Александр Ильичпа Марина Николаевна Наумовсене, Трапайри Сергей Валентиновичпа Зинаида Петровна Майоровсене чĕннĕ. Паллах, кашни çемьен хăйĕн ăраскалĕ, анчах вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнма, ача-пăча çуратса ÿстерсе вĕсене ура çине тăратма тĕв туни паха. Акă, Зинăпа Сергей Майоровсем пĕр çемьене чăмăртаннăранпа пилĕк çул çитнĕ. Халĕ вĕсен ывăлпа хĕр – Николайпа Наташа ÿсеççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăнать. Кăмăллă çемьере ачисем те савăнăçлă çитĕнеççĕ. Уявра пĕчĕк шăпăрлансен кукамăшĕ те пулчĕ. Г.А.Тверскова хĕрĕпе кĕрÿшне ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнма пехил пачĕ, парнепе хавхалантарчĕ.

Александрпа Марина Наумовсем те уява лайăх хатĕрленсе килнĕ. Вĕсем пухăннисене хăйсен пĕрремĕш тĕл пулăвĕ, унтан Данилпа Ульяна çурални, çемьери йăла-йĕрке çинчен каласа пачĕç. Хĕрĕпе кĕрÿшне телей, юрату, çемье вучахне упрама сунса Таисия Степановна Яконина (Çĕн Ирчемес) ĕлĕкхи тăванлăх юррисене шăрантарчĕ. Савăнăçлă, çав хушăрах шухăша яракан юрăсем парнелерĕ вăл. Чăн-чăн чăваш тумĕпе килнĕскер, хăйĕн илемлĕ сассипе пурне те тыткăнларĕ, уява татах та хаваслăрах турĕ. Пухăннисем ăна алă çупса хавхалантарса пычĕç. Унтах амăшĕ хĕрне туй çи-пуçне, ăруран-ăрăва куçса пыракан тенкĕллĕ сурпана пачĕ.

25 çул çемье ăшшине упраса пурăнакан мăшăра – Николайпа Анастасия Индейкинсене вара пурнăçри сумлă уяв ячĕпе А.И. Криков Раççейри общество наградипе «Юратупа шанчăклăхшăн»" медальпе тата Хисеп грамотипе чысларĕ, вăрăм ĕмĕр, таса юрату, çемьере килĕшÿ сунчĕ. Палăртмалла, Индейкинсем – çак медале тивĕçнĕ районти пĕрремĕш мăшăр. Вĕсем иккĕшĕ те сывлăх хуралĕнче чылай çул ĕçлеççĕ. Вĕсен икĕ хĕрĕ те ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Чăннипех хисепе тивĕçлĕ çемье. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов та уява пушă алăпа килмен. Вăл Индейкинсен, Наумовсен, Майоровсен çемйисене нумай çул пĕрле пурăнма сунса хаклă парнесемпе хавхалантарчĕ.

Уява килнĕ çемьесене саламлакансем чылаййăн пулчĕç. Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи Юстици министерствин тĕп специалисчĕ Н.Н.Анисимова районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсене Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче çемьесене уявра савăнма май туса панăшăн тав турĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи мăшăрсем ял вучахне сÿнме памĕç терĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика