Хамăн пĕчĕк ĕçĕме çак ята патăм та шухăша путрăм. Ара, малаллахи сăмахăм манăн Александр Иванович Марков çинчен. Вăл, 40 çула яхăн вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕскер, çак уйăх пуçламăшĕнче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ-çке. Çавăнпа унăн килне, Атнар лесничествине, çитсе килтĕм, унпа калаçса лартăм. Унăн пурнăçĕ – чăннипех те паянхи ăрушăн пурнăç шкулĕ.
Александр Иванович – калаçма та, шÿт-кулă тума та ăста çын. Хăй пурнăçĕ çинчен каланă май вăл виçĕ тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Вăрман ташши тенĕрен 1936 çулта Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕ туса хунă. Ун чухне ултă-çичĕ çулхи Санькка ашшĕ, Иван Ильич, десятникра ĕçленĕ. Пĕчĕк шăпăрлан çав савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Ăна пухăннисем ташлама сĕннĕ. Эх, тăпăр-тăпăр тăпăртатнă вара Санькка пухăннă халăх умĕнче. Çакă ăна симĕс вăрманпа çыхăнтарнă пĕрремĕш тĕслĕх тесе шутлать халĕ Александр Иванович. Мĕншĕн тесен вăл "симĕс ылтăн" хуралĕнче 40 çула яхăн тăрăшнă. Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех вăрман хуралĕнче, кайрантарах вăрман продукцине касса, ĕçлесе хатĕрлес тата сыхлас тĕлĕшпе вăй хунă. Акă, хăй вăхăтĕнче вăрман хуçалăхĕ çÿçе хуппи, экстрактлăх юман нумай хатĕрлесе сутнă. Александр Ивановичăн çак продукцие йышăнмалла тата тиесе ямалла пулнă. Кашни хăмишĕн, юман пуленккишĕн, çÿçе хуппи тĕркишĕн вăл яваплă пулнă. Тĕпрен илсен, Çĕмĕрле чукун çул станцийĕнчен ăсатнă çак продукцие. Лере, потребительсем эппин, тиркешме, хак чакарма тăрăшни те сахал мар пулнă. Александр Иванович çавна май час-часах çула тухнă. Акă, уйăхра 10-15 вакун тĕрлĕ çурма фабрикатсем тиесе янă. Молдови, Узбекистан, Инçет Хĕвел тухăç тата ытти регионсене те кайнă вăрман хуçалăх продукцийĕ. Регламаци тени килмен вара. Александр Иванович паман çакна тума. Продукци чăннипех стандарта тивĕç пулнине ĕнентерÿллĕн, пысăк квалификациллĕ специалист чĕлхипе çирĕплетсе панă вăл яланах.
– Пирĕн ентеш, Шуршăл каччи, Андриян Григорьевич Николаев космоса çĕкленнĕ хыççăн космонавтсен пĕчĕк ушкăнĕ Сăр тăрăхне килсе çитнине аслă ăру çыннисем лайăх ас тăваççĕ, – терĕ Александр Иванович. – Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕ мана вĕсемпе çывăх çыхăнура пулма шанчĕ. Андриян Григорьевич, унăн мăшăрĕ Валентина Терешкова тата Валерий Быковский канăвне йĕркелеме пулăшрăм. Халĕ те асрах-ха, А.Николаевпа вырăсла калаçма тăрăшаттăм. Анчах вăл яланах чăвашла пÿплеме сĕнетчĕ. Хăй вара манпа пĕр сăмах та вырăсла калаçмастчĕ.
Александр Ивановичăн ашшĕ Малиновка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Иван Ильич малтанах лесникра, кайрантарах десятникра тăрăшнă. Туканаш тăрăхĕнчи вăрманта ĕçленĕ чухне çуралнă та ĕнтĕ Санькка. 1949 çулта Совет Çарне илсе кайнă çамрăк каччăна. Унчен вара, колхозра вăй хунă. 13 çултах кĕлте кĕртнĕ, авăн çапнă... Çав вăхăтрах çăпата та тума тивнĕ. Сăмах май, Çар хĕсметне тăричченех вăл Пантьăк вăрман пунктĕнче ĕçленĕ. Хăюллă та хастар çамрăка топливо склачĕн заведующийĕ пулма шаннă.
– Тепĕр паллă тĕслĕх вăл маншăн «Чавал» уçланкинче суха пуçне тракторпа таптаса аркатни, – тет Александр Иванович. Ку вăл 1937 çулхине пулчĕ. СТ-80 тракторпа пĕтĕм халăх умĕнче Хирлÿкассинче çуралса ÿснĕ Митрий, шел, хушаматне ас тăваймастăп, вăрман промхоз тракторĕпе суха пуçĕ урлă каçса кайрĕ. Ĕлĕкхи, кивви юрăхсăра тухтăр, çĕнни çĕнтертĕр – çак тĕллев пулнă ĕнтĕ ун чухне. Çав вăхăтра манăн атте, Иван Ильич, вăрман мастерĕнче ĕçлетчĕ.
Палăртса хăвармалла пулĕ, Александр Иванович Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕнче тĕрлĕ участоксенче тăрăшнă. Вăл лесник, объездчик, мастер, технорук, вăрман пункчĕн начальникĕ пулнă. Хăй ĕçленĕ çулсенче вăрман культурисен лаптăкне çĕршер гектара çитернĕ, пуçласа ТДТ-40 тракторсемпе вăрман кăларассине йĕркеленĕ, йывăçран тĕрлĕ япала хатĕрлекен цехсене ĕçе кĕртнĕ тата ытти те. Ăна вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тăватă медальпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Александр Иванович хăйĕн мăшăрĕпе, Ольга Николаевнапа, виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Ывăлĕсем, Владимирпа Виталий, ашшĕн сукмакне такăрлатнă теме пулать. Асли, Володя, 38 çул ĕнтĕ вăрман хуçалăх отраслĕнче тăрăшать. Виталий вара пилĕк çул лесникра ĕçленĕ. Мăшăрĕ, Зоя Петровна та, бухгалтер пулнă.
– Юлашкинчен çакна калам-ха. Пирĕн вăрман хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 100 çула çывхарать. Çакăншăн мухтанмалла, хăпартланмалла мар-ши;!
– 1936 çулхи ташă халĕ те асран тухмасть, – терĕ юлашкинчен Александр Иванович. – Çав ташшах мана пурнăçа вăрманпа çыхăнтарма пулăшрĕ пулĕ тесе шутлатăп. Эх, ташши! Юрататăп алла хут купăс тытса савăнма! |