Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçатне чăтăмсăррăн кĕтет

24 июня 2009 г.

Кунсем, çулсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Аслă вăрçăра çĕнтерĕве çывхартнă çынсем те кунран-кун сахалланса пыраççĕ. Акă, Атнар тăрăхĕнче 13 вăрçă участникĕ тата 4 салтак арăмĕ пурăнать. Салтак арăмĕсенчен пĕри – Матрена Васильевна Захарова.

М.Захарова 1918 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Трапай ялĕнче кун çути курнă. Трапай ялĕнчи каччăпах Никифор Леонтьевичпа çемье çавăрнă. Анчах та çамрăксен телейлĕ кунĕсем нумая пыман. Вăрçă вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса янă. Матрена Васильевна икĕ эрнери хĕрĕпе мăшăрне фронта ăсатнă, çавăнтанпа вĕсем хăйсен юратнă çыннипе курнăçман.

Матрена Васильевна мăшăрĕ вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă тесе çырнă хута илнĕ пулин те, паянхи кун та хăйĕн хаклă та юратнă çыннине кĕтет.

М.Захарова ĕç стажне ачаран пуçласа тивĕçлĕ канăва тухсан та тăван хуçалăха халалланă: сыснасем те, пăрусем те пăхнă, вăрман каснă ĕçе те хутшăннă, суха та тунă.

Паянхи кун Матрена Васильевна хĕрĕ Ольга Никифоровна Сазонова патĕнче Трапай ялĕнче пурăнать.

Салтак арăмĕ 90 çулта, апла пулин те район пурнăçĕпе интересленсех тăрать, «Пирĕн пурнăç» хаçата та чăтăмсăррăн кĕтет, пĕр сăмах сиктермесĕр вулама юратать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика