Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнтах пулăшу памалла

23 мая 2009 г.

Майăн 20-мĕшĕнче районта, республикăри пекех, Информаци кунĕ иртрĕ. Ку хутĕнче пирĕн района ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Н.Суслонова ертсе пыракан ушкăн килчĕ.

Шупашкартан килсе çитнĕ тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç, вырăнти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе интересленчĕç, хурав пачĕç.

Район пуçлăхĕ А.Криков ертсе пыракан ушкăн Атнар ял тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтанах ушкăн Атнарти врач офисĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ педиатрсен ача амăшĕсене вырăнтах, район центрне тухмасăр, пулăшу памалла терĕ. Çавăн пекех врач офисĕнче эмел илмелли рецепта çырса панисĕр пуçне медикаментсене кунтах сутма майсем тумалли çинчен каларĕ. Унтан район пуçлăхĕпе А.И.Криковпа Н.В.Суслонова Ваттисен çуртĕнче пулчĕç, кунта пурăнакансен пурнăçĕпе интересленчĕç.

Малалли кун йĕркинче вĕсем Атнар ял тăрăхĕнчи çынсемпе, унтан тĕп больницăн ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕç. Ушкăн ертÿçисем пухăннисене влаçăн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ЧР Президенчĕн «2010-2012 çулсенче Чăваш Республикин бюджет политикинчи тĕп çул-йĕрсем çинчен» Указне пурнăçлас задачисем çинчен; республикăн «Чăваш Республикинче 2009-2011 çулсенче пирус туртассинчен сыхланмалли ĕçсем» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес мерăсем çинчен; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ялсене, вăрмансене тата экономика объекчĕсене пушар пуласран сыхлассине тивĕçтерес, çавăн пекех муниципаллă пĕрлешÿсен территорийĕсене, масарсене, ял тăрăхĕсенчи çулсене тирпейлес задачисем пирки калаçрĕç.

Кăнтăр иртсен пур ушкăн ертÿçи те райадминистрацинче пĕтĕмлетÿ тунă, ял çыннисем хускатнă ыйтусене тишкернĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика