Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿнĕ те паха продукцишĕн

20 мая 2009 г.

Майăн 15-мĕшĕнчен обществăлла выльăх-чĕрлĕхе пăхса усрамалли çуллахи тапхăр пуçланчĕ. Ку уйăхрах выльăх-чĕрлĕх пăхакансен хĕллехи тапхăрти ĕçĕсене пĕтĕмлетмелли канашлу пулса иртмелле. Çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехник-экономисчĕпе А.В. ЕЛИЗАРОВАПА курса калаçрăм.

– Кăçалхи тăватă уйăхра районĕпе пурĕ 321,2 тонна аш-какай, 1642,0 тонна сĕт туса илнĕ, – терĕ Алевтина Викторовна. – Тÿрех каламалла, çак тапхăрта аш-какай хатĕрлессине, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 91,5 тонна ÿстернĕ. Шел пулин те, сĕт сăвасси 85,7 тонна чакнă. "Коминтерн", "Нива", "Асамат" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине лайăх йĕркеленипе аш-какай илессине ÿстернĕ. Çав вăхăтрах "Путь Ильича", "Авангард", "Победа", "Свобода", В.Никитин тата "Мочковашский" фермер хуçалăхĕсем ку енĕпе пĕлтĕрхинчен япăхрах ĕçленĕ.

Сĕт хатĕрлес тĕлĕшпе "Коминтерн", "Аккозинский", "Нива", "Телей", В.Никитин фермер хуçалăхĕ ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Анчах "Асамат" пирки çакна калама çук. Сăмахран, 2008 çулта кунта 242,3 тонна продукци илнĕ. Кăçал вара ăна хатĕрлессине 136,7 тонна чухлĕ чакарнă. Ку мĕн çинчен калать-ха; Фермăсенче ăратсăр, пĕчĕк продукциллĕ ĕнесем чылай. Январь-апрель уйăхĕсенче кашни ĕне вăтамран 320 килограмм кăна сĕт антарнă. Кун пек пĕчĕк кăтарту нихăш хуçалăхăн та çук.

– Алевтина Викторовна, кăçал районĕпе ĕне пуçне миçе килограмм сĕт суса илнĕ; Ку енĕпе хăш хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ;

– Тăватă уйăхра кашни ĕне вăтамран 1068 килограмм сĕт панă. Ку пĕлтĕрхинчен 18 килограмм сахалрах. "Свобода" колхоз дояркисем сĕт ытларах сăвассишĕн ырми-канми тăрăшнине палăртма кăмăллă. Вĕсем ĕне пуçне 1953 килограмм сĕт сунă. Паллах, ÿсĕм хăй тĕллĕн пулман. Анатçĕрпÿкассисем выльăхсене хĕл кунĕсенче тулли рационпа тăрантарнă. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул вĕсем валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварнă. Чи пахи – кунта ĕçе лайăх пĕлекен, опытлă дояркăсем ĕçлени. Кунпа пĕрлех çĕнĕ технологипе усă курни.

Çавăн пекех "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕнче те сĕт суса илессипе аван ĕçлеççĕ. Кунта кашни ĕне 1566 килограмм сĕт антарнă. "Нива" кăтартăвĕ те япăх мар – 1229 килограмм.

– Хальхи вăхăтра ĕнесене çуллахи лагере кăларнă тĕслĕхсем пур-и;

– "Асамат" хуçалăхăн Штанаш ферминчи выльăхсене нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче кĕтсе çÿреççĕ. Кĕтÿре пурĕ 180 пуç ĕне. Çуллахи лагерь тенĕрен, ăна йĕркелесе яман-ха. Ĕнесене фермăра сăваççĕ. Унти специалистсем каланă тăрăх, кĕтĕве уя кăларнă хыççăн сăвăм ĕне пуçне 1,5 килограмм ÿснĕ. Валерий Долгов, Дмитрий Данилов тата Светлана Сарманеева кĕтÿçĕсем хăйсен ĕçне аван пĕлнине палăртас килет. Вĕсем ĕнесене вăхăтра шăварма тăрăшаççĕ. Фермăна таврăнсан вара выльăхсене утă, икшер килограмм фураж лекет. Çакна та каласа хăвармалла. Ĕнесен витинче шыв çук. Мĕншĕн тесен шыв уçлакан башня юрăхсăра тухнă.

Хуçалăх дирекцийĕ кĕтÿçĕсемпе ĕç килĕшĕвĕсем тунă. Акă, вĕсене кашни уйăхра тăватшар пин тенкĕ укçа, пĕр сезон ĕçленĕшĕн виçшер тонна тырă, икшер тонна утă, пĕр тонна çурăшар улăм тÿлевсĕрех пама палăртнă.

– Алевтина Викторовна, кăçал районĕпе ĕнесен çуллахи лагерĕсем миçе пулаççĕ; Вĕсене хăш хуçалăхсенче йĕркелеме палăртнă;

– Çу кунĕсенче хуçалăхсенче пурĕ ĕне выльăхсен 25 кĕтĕвĕ çаран çинче çÿремелле. Тĕслĕхрен, паянхи кун тĕлне сумалли ĕнесен йышĕ кăна 1554 пуçпа танлашать. "Коминтерн" кооперативăн Атнар ферминчи 140 пуç, Никитин фермер хуçалăхĕнчи – 65, "Нива" кооперативăн 170 пуç выльăхĕ çуллахи лагерьсене тухрĕ. Пирĕн тĕллев – йÿнĕ те ешĕл апатпа усă курса ытларах продукци хатĕрлесси. Çавăн пекех кĕтĕве çĕнетсе пырасси, ăратлăха лайăхлатасси. Ума лартнă задачăсене ăнăçлă татса пама майсем пур. Ертÿçĕсен пуçарулăхĕ, специалистсемпе ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ кăна кирлĕ.

– Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче кашни ĕнерен сĕт сăвасси мĕнлерех пулса пырать;

– Паянхи кун районĕпе ĕне пуçне куллен 11,8 килограмм сĕт пухăнать. Иртнĕ çул та çак вăхăтра çавăн чухлех продукци илнĕ. "Телей" хуçалăх ку енĕпе пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Кунти ĕнесем вăтамран кашни кун 16-шар килограмм сĕт антараççĕ. "Коминтерн" хуçалăхăн ĕне выльăх ĕрчетмелли комплексĕн кăтартăвĕ – 16-шар килограмм. "Свобода" колхоз дояркисем куллен 19,1-шер килограмм сĕт илеççĕ. Япăххисен шутне Сĕнтĕкçырми фермине кĕртмелле. Унти ĕнесем качака чухлĕ те сĕт параймаççĕ. Акă, фермăри 180 ĕнерен кунне 200 килограмм çеç продукци пухăнать е 1,1-шер килограмм.

Выльăх сутас ĕçре малашне çĕнĕ йĕркесене пăхăнса пыни кирлĕ. Акă, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕне выльăх ăсатас тесен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе канашламалла. Çакăн хыççăн ветучастокран панă – 4 формăллă, ветеринари станцийĕнчен 1 формăллă справкăсем кирлĕ пулаççĕ. Какай тата сĕт сутнă чухне ветучастокран илнĕ 4 формăллă, ветстанцирен 2 формăллă справкăсем пулмалла.

Килти выльăха сутаканăн ял тăрăхĕнчен хăй выльăхне çирĕплетекен справка илмелле, ветучастокпа ветстанци справкисем те кирлĕ.

Çакăн пек йĕркесене пăхăнмасан айăплама пултараççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ районта паянхи пурнăç ыйтнă пек аталанса пырать теме çук. Çакă хуçалăхсен экономикине тĕреклетме, çителĕклĕ укçа-тенкĕ пухма чăрмантарать. Апла пулсан, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн кар тăрса кĕрешĕве тухар.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика