Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар спортсмен

13 мая 2009 г.

Анжела Андреева Атнарти вăтам шкулта 9 класра вĕренет. Çамрăк хĕр спорт енĕпе пултаруллă. Унăн çăмăл атлетикăри çитĕнĕвĕсем пирки чылай илтнĕ, курнă та. 60, 100, 200 метрлă дистанцисене парăнтарассипе районта ăна çитекенни çук. Вăл кĕске дистанцисене чупассипе республика шайĕнче те темиçе хутчен палăрнă. Нумай пулмасть Анжела Шупашкарти ăмăртура 100 метра чупассипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

А.Андреева районта иртекен кашни ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерÿпе савăнтарать. Акă, майăн 9-мĕшĕнче иртнĕ эстафетăра та Анжелăн тÿпи пысăк пулчĕ темелле. Атнар шкулĕн команди ăмăртура çĕнтерчĕ.

Яланах çитĕнÿ тума ĕмĕтленни хавхалантарать те ĕнтĕ çамрăк хĕре.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика