Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕ пушар машинипе пуянланнă

15 апреля 2009 г.

Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Атнар ял тăрăхĕнче пушара хирĕç кĕрешекен пост ĕçлет. Кунти ЗИЛ-131 маркăллă пушар автомашини çак тапхăрта инкек пулнă вырăна çитсе хуçалăхсен пурлăхне сыхласа хăварма сахал мар пулăшнă. Пушара хирĕç кĕрешекен постăн ĕçне тухăçлăрах тăвас тĕллевпе Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ тепĕр машина илнĕ. Çĕнниех мар пулин те, унпа ĕçре усă курма пулать-ха. Ку пушар машини малтанхинчен çаврăнăçулăхпа, пысăк хăвăртлăхпа çÿреме пултарнипе, шыв нумайтарах тултарма май килнипе уйрăлса тăрать.

Хальхи вăхăтра ĕçченсем хăйсен вăйĕпе пушар машинине юсаççĕ, сăрлаççĕ. Çывăх вăхăтрах унпа тухăçлă усă курма пуçлĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика