Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка юратакансем

15 апреля 2009 г.

Атнар шкулĕнче кашни предметпах наукăпа практика конференцийĕ ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Кăçал та ăна кашни предметпах ирттерчĕç, ачасем те, вĕрентекенсем те хăйсен ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕç. Сăмах май, çакăн евĕр ĕçсем вĕренекенсен тавра курăмне аталантараççĕ, вĕсен шырав туйăмĕ çуралать.

Апрелĕн 8-мĕшĕнче биологи учителĕ Г.В.Савельева ертсе пынипе 10-мĕш класри И.Тибогайкина "Быть селу чистым" тата А.Никифорова "Влияние животноводческой фермы на окружающую среду в деревне Тоганаши" тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Чăнах та, вĕренекенсем паянхи экологи ыйтăвĕсене çĕклеме пултарчĕç. Палăртас килет, И.Тибогайкинан ĕçĕ районта иртнĕ "Кашни çын тивĕçĕ – çут çанталăка упрасси" наукăпа практика конференцийĕнче I степеньлĕ Диплом илме тивĕçлĕ пулнă.

Малалла Галина Васильевна 6-мĕш класс ачисемпе "Асамлă уй" вăйă ирттерчĕ. Теми – "Чи маттур ÿсен-тăрансем". Вăйă йĕрки телевизорпа кăтартакан "Асамлă уй" шоуран пĕрре те кая мар. Очко пухмалли хатĕрĕ те пур. Хальхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлĕх технологийĕпе те усă курчĕç: тĕрĕс сас паллисемпе сăмахсене экран çине С.Ешмейкина çырса пычĕ. Кăлтăрмача çавăрса ачасем чылай очко пухрĕç, хăшĕсен вĕсем çунса та кайрĕç, хуравламасăр юлакансем те пулчĕç, анчах вĕренекенсем пăшăрханмарĕç. Вĕсем хаваспах хăйсем çинчен каласа пачĕç, килĕштерекен сăвă-юрăпа паллаштарчĕç, арçын ачасем хăйсем ăсталанă ал ĕçĕсене те кăтартрĕç.

Ыйтăвĕсем çăмăлах мар пулин те, ачасем хуравĕсене тупрĕç. С.Куропаткин, А.Илларионов, Д.Хораськин хура ещĕкри япалана илме тивĕç пулчĕç, анчах куракансем темĕн чухлĕ ыйтсан та хастар ачасем вăйăрах юлма килĕшрĕç. Виçĕ сас палли пĕлнĕ Д.Хораськин икĕ пĕчĕк арчана тивĕç пулчĕ, укçаллă арчана тĕрĕс суйласа илме пултарчĕ вăл. Н.Ешмейкинан Çуралнă кунĕ пулнă май, ăна пурте саламларĕç, вăл парнеллĕ пулчĕ. Тăхтавсенче куракансем юрă-ташăпа киленчĕç. Çавăн пекех Чечексен çулталăкне халалласа хатĕрленĕ, кĕвĕпе илемлетнĕ "Чечек тĕнчи" презентаципе те паллашрĕç. "Асамлă уй" вăйăра А.Селянкин çĕнтернине палăртмалла.

Мĕн чухлĕ савăнăç, хумхану, кулă... Биологи кабинетĕнчен пурте тулли те çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухрĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика