Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç ырă ĕçсемпе пуянлантăр

08 апреля 2009 г.

Иртнĕ çул, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, районта ырăлăх мероприятийĕсене чылай туса ирттерчĕç. Вĕсенче эпир çыншăн тăрăшасси, тимлĕхе ÿстересси, аслă ăру çыннисене пулăшасси, пурнăçа ырă ĕçсемпе пуянлатасси пирĕнте кашнинче пулнине туйрăмăр. Çав хушăрах ырă сăмах та этемлĕхе çĕнĕ вăй, чун панине аван куртăмăр. Çак тĕлĕшпе ĕнтĕ, районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ М.В.Глухова пĕлтернĕ тăрăх, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Ветерансен çурчĕсенче пурăнакан мучисемпе кинемейсен кун-çулне çăмăллатас, кăшт та пулин савăнăç кÿрес тесе чылай ырă ĕç тунă. Акă, Березовкăри Ветерансен çуртĕнче паянхи куна 29 çын пурăнать. Социаллă ĕçченсем ватăсене килти пек пурăнма майсем туса пама тăрăшаççĕ. Кунта ĕне тытаççĕ. Ăна ырă сунса «Коминтерн» ЯХПК ертÿçи А.Б. Новикова парнеленĕ. Сĕчĕпе столовăйра апат хатĕрлеççĕ. Фуражлăх тырăпа, утă-улăмпа та вырăнти хуçалăх пулăшса пырать. Территоринчи юсав ĕçĕсене пурнăçлама Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики строительство материалĕсем парса пулăшнă. Уйрăм çынсем библиотека фондне пуянлатма кĕнеке чылай панă, тумтирпе тивĕçтернĕ.

2008 çулта Атнарти Ветерансен çуртĕнче пурăнакансем те ырăлăха туйнă. Кил-çурт таврашне сăрласа илемлетес, юсав ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе В.Вазина предприниматель сăрăсем парса пулăшнă. Туканашри чăх-чĕп фабрики кунта та аякра юлман – аш-какайпа тивĕçтернĕ. Вырăнти ял хуçалăх кооперативĕ пахча çимĕç туса илме çĕр пулăхне пуянлатма пулăшнă. Кунти ял çыннисем те ватăсене пушă вăхăта усăллă ирттерме журналсем, кĕнекесем парнеленĕ. Çи-пуç тĕлĕшĕнчен пулăшакансем те пулнă.

Сăмах май, Ветерансен çурчĕсем Атнар ял тăрăхĕнче вырнаçнăран, унăн пуçлăхĕ А.Кузнецов мучисемпе кинемейсене манмасть, вĕсем мĕн ыйтнине тивĕçтерсех тăрать. Шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем ватăсене концертпа савăнтарса тăраççĕ, вĕсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Аслă ăру çыннисен вара çитĕнекен ăрăва мĕн каласа памалли, мĕне вĕрентмелли пурах.

Кăçалхи çула та савăнăçлă пуçланă ватăсем. Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнĕ Ветерансен çурчĕсенче хÿтлĕх тупнă кинемейсемпе мучисене çепĕç юрăсемпе кăмăлĕсене çĕкленĕ. Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем Березовкăра Етĕрнери ватăсемпе ăшă тĕл пулу йĕркеленĕ. Унта пĕр шăпаллă ватăсем пĕр-пĕрин кун-çулĕпе интересленсе калаçнă, юрланă, ташланă. Усăллă та ăшă тĕл пулусемшĕн пенсионерсем питĕ кăмăллă юлнă.

Куратпăр ĕнтĕ, ырă ĕçсем валли пурин те хевте çитет. Пурнăçа ырă ĕçсемпе пуянлатар.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика