Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун çулталăклăх

08 апреля 2009 г.

Çур акине вăхăтра, ăнăçлă ирттересси ăна мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнинчен нумай килет. Çакна "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисемпе тата специалисчĕсемпе пĕрлех ял ĕçченĕсем те лайăх ăнланаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – кăçал çĕр ĕç технологине çĕнетсе гектар тухăçне иртнĕ çулхинчен палăрмаллах ÿстересси.

"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа Атнар тăрăхĕнче ырă улшăнусем сахал мар пулнине палăртмалла. Малашлăха пăхса, çĕнĕ ĕмĕтсемпе тăрăшакан хуçалăх çыннисем юлашки çулсенче çĕр ĕç культурине ÿстерес тĕлĕшпе уйрăмах çине тăрса тимлеççĕ. Хăш-пĕр çĕрте çунтармалли-сĕрмелли материалсем е саппас пайсем кÿрсе килме те укçа-тенкĕ тупаймаççĕ пулсан, кунта çĕнĕ техника туянма та вăй çитереççĕ. ЯХПК директорĕ Альбина Новикова пĕлтĕр калчасен пахалăхне тĕрĕсленĕ хыççăнхи канашлура калани аса килет: "Эпир механизаторсене çур акинче ĕçлеме кирлĕ мĕн пур условисем туса патăмăр. Агрегат çĕмĕрĕлес-мĕн пулсан ăна йĕркене кĕртме саппас пайсем яланах çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем палăртнинчен ытларах янтларăмăр. Ака-суха ĕçне хутшăнакансене тÿлессине ÿстертĕмĕр. Вĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынине, пахалăх çине тимлĕ пăхнине шута илетпĕр. Пĕтĕмĕшле, эпир механизаторсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе пыратпăр. Çакă пулăшать те ÿсĕм çулĕпе çирĕппĕн утма..."

Хуçалăх ĕçченĕсем хăйсене шанса ĕçлеме хăнăхнă. Ку иртнĕ çул машина-трактор паркĕ чылай çĕнĕ техникăпа пуянланнинчен те яр уççăн курăнать. Сăмахран, икĕ культиватор, тырă тасатмалли машина, икĕ жатка, топливо колонки, универсаллă ăскăч туяннă. Çак тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕн кассинчен 1,771 пин тенкĕ тăкакланă. Сăмах май, инвестици кредичĕсемпе те, лизингпа та усă курман. Патшалăхран кивçен илнĕ укçа-тенкĕшĕн процент шучĕпе ытларах тÿлемелле-çке. Тăкаксене чакарса-пĕчĕклетсе пыни вара кирлех, унсăрăн экономикăна аталантарма йывăр.

Хуçалăхри "хурçă гварди" отрядне Анатолий Куропаткин тĕп инженер ертсе пырать. Вăл техникăна кал-кал ĕçлеттерессишĕн, унпа тухăçлă усă курассишĕн нумай тăрăшать. Хĕрÿ тапхăрсенче – çур акинче е вырмара трактор-комбайн çĕмĕрĕлсе ларни пулман. Мĕншĕн тесен механизаторсем агрегатсене тĕплĕ те шанчăклă юсаса уй-хире тухнă.

Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Анатолий Николаевич иртнĕ çул техникăна юсавлă тытас тата çĕнетес тĕлĕшпе çитĕнÿсем тунăшăн "Районти чи лайăх инженер" ята çĕнсе илнĕ, ăна район пуçлăхĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Кăçал вара ял-йыш пуçаруллă çынна район Пухăвĕн депутатне суйланă. Ку, паллах, унăн ĕçлес хавхаланăвне татах ÿстернĕ. Халĕ вăл ертсе пынипе механизаторсем ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлеççĕ. 15 трактор юсавлисен ретĕнче, ку вăл 80 процент. Сеялкăсемпе культиваторсене йĕркене кĕртесси те аван пулса пырать. Хальлĕхе 30 тонна дизель топливипе 800 литр А-76 йышши автобензин пур. Çунтармалли-сĕрмелли япаласене кÿрсе килес ĕç малалла пырать.

Атнар тăрăхĕ пулăхлă тăпрапа, тикĕс те анлă уй-хирсемпе пуянах мар. Мĕн калăн, кашни утăмра тенĕпе пĕрех пусăсене çырма-çатра "каскаласа" кĕрет. Çакăн пек лаптăксенченех ял çыннисем, Николай Воронов тĕп агроном кăтартса-вĕрентсе пынипе, пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме вĕренсе çитнĕ. Акă, иртнĕ çул гектар пуçне 29,7 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса илнĕ. Çакăн пек сулмаклă кăтартупа ял хуçалăх производство кооперативĕсен районти ĕç ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, "Безенчукская – 30" кĕрхи тулă 80 гектар пулнă, вăл 35,5-шер центнер тухнă. "Эльф" урпа тухăçĕ – 33,9 центнер, унăн лаптăкĕ 130 гектарпа танлашнă. Çавăн пекех "Улов" сĕлĕ 27,2 центнер, "Адамо" сĕлĕ 27,2 центнер тухăç панă. 60 гектар çинчи "Рос-209" сортлă кукуруза 200 центнера яхăн тухнă. Выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи те çитĕнтернĕ, ăна 50 гектар çинчен 19,7-шер центнер пухса илнĕ.

Анчах çакăн пек ÿсĕме кĕрĕк арки йăваласа ларнипе тума çук-çке. Уншăн ял çыннисем çулталăкĕпех тар тăкнă: лаптăксене органика тата минерал удобренийĕсем çителĕклĕ кăларнă, пусăсене агротехника ыйтнă пек хатĕрленĕ, тăпрана пахалăхлă вăрлăх хывса хăварнă. Калчасене пăхса ÿстернĕ тапхăрта çум курăксене хирĕç çине тăрса кĕрешнĕ. Ĕç çи вăхăтĕнче ылтăн тырра тăккаламасăр пухса кĕртме тăрăшнă.

Кăçалхи тыр-пулшăн хуçалăх ĕçченĕсем пĕлтĕрех кĕрешĕве анлă сарса янă. Малтан усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ĕçе кĕртсе кĕр тыррисен лаптăкне виçĕм çулхинчен 50 гектар ÿстернĕ. Кăçалхи çур акинче усă курма 825 гектар кĕрхи çĕртме сухи туса хăварнă. Пĕтĕмĕшле илсен, атнарсен 713 гектар çуртрисем акмалла. Çĕр пулăхне лайăхлатас тĕллевпе хуçалăх 345,2 тонна минерал удобренийĕсем кÿрсе килнĕ. Вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Унăн 97 проценчĕ акма юрăхлă. Халĕ кондицие ларман ял хуçалăх культурисене улăштарас ĕç пырать.

Çурхи кун – çулталăклăх. Çак чăнлăха асра тытса ĕçлеççĕ "Коминтерн" ял хуçалăх предприятийĕнче. Кунта халăх хастарлăхĕ пысăк. Çакă ÿсĕмлĕ ĕçлеме, умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыма май парать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика