Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ал ĕç ăстисем йышлă

04 апреля 2009 г.

Атнар тăрăхĕ талантсемпе пуян. Кунта юрра-ташша юратаççĕ, пултаруллă хĕрсемпе каччăсем тăтăшах концерт-спектакльсем кăтартаççĕ. Ялсенче çавăн пекех ал ĕç ăстисем йышлă. Вĕсен паха ĕçĕсене çынсем тĕлĕнсе те савăнса хак параççĕ. Кашни тĕрĕ, ÿкерчĕк, йывăçран касса тунă япала, çиппе усă курса çыхнă çи-пуç, тĕрлĕ салфеткăсем тата ытти те вырăнти халăх пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе тачă çыхăннă-çке. Пултаруллисем вара хăйсен япали-эрешĕсемпе килте кăна йăпанса лармаççĕ, вĕсене халăх умне илсе тухаççĕ.

Кăçалхи мартăн 31-мĕшĕнче Атнарти Культура çуртĕнче ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ. Ун ĕçне Атнар, Трапай тата Березовка ялĕсенче пурăнакан, ĕçе юратакан çынсем ытларах хутшăннине палăртса хăварас килет. Сăмахран, Атнарти Зоя Абаськина, Зоя Данилова, Людмила Янина, Раиса Абрамова, Трапайри Галина Махоркина тĕрĕ тĕрлес тĕлĕшпе чăннипех те ăста хĕрарăмсем. Атнарта пурăнакан Леонид Лаптев вара йывăç çине çунтарса тĕрлĕ эрешсем тăвать. Березовкăри Альбина Сорокина – курава тĕрленĕ ÿкерчĕк тата вĕт шăрçапа эрешленĕ, Тамара Майоровапа Татьяна Наштыкова, Атнарти Альбина Наумова йĕппе тата çекĕлпе çыхнă япаласем тăратнă. Елена Абрамова (Атнар) – ÿнер ăсти. Куракансем унăн ĕçĕсемпе хăпартланса паллашнă.

Çапла, ялсенче пултаруллă çынсем чылай. Атнар ял тăрăхĕнчи пек ытти çĕрте те вĕсен ăсталăхне ÿстерсе пырассишĕн тăрăшасчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика