Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри тĕллев – ялти клубсене çĕнетесси

28 марта 2009 г.

Раççейре музейсемпе библиотекăсенче, театрсемпе клубсенче пĕр миллион ытла çын тăрăшать, Чăваш Енре культурăра пурĕ – 8 пин çын, Хĕрлĕ Чутай районĕнче – 147 .

Юлашки çулсенче çĕршывра культура самаях хавшаса çитнĕччĕ. Уйрăмах ялти клубсене йывăр тиврĕ. Канмалли кунсенче те чылай клуб алăкĕ пысăк çăрапа питĕрĕнсе тăратчĕ.

Паян вара лару-тăру пачах урăхла. Савăнмалла, республикăра 500 ытла тĕслĕх вулавăшран тăракан тытăм ĕçлет. Умра Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн тепĕр тĕллев – ялсенчи клубсене çĕнетесси, вĕсенчен культурăн чăн-чăн вучахĕсене тăвасси.

Раççейре Культура ĕçченĕсен кунне палăртма йышăнни – ку профессие хисеплени, тивĕçлĕ хак пани. Иртнĕ юн кун пирĕн районти культура ĕçченĕсем хăйсен уявне иккĕмĕш хут паллă турĕç, вĕсене район пуçлăхĕ А.Криков профессие парăнса ырми-канми ĕçленĕшĕн, çынсене савăнăç кÿнĕшĕн чунтан саламларĕ. Унтан Александр Иванович "Колибри" ташă ансамблĕн балетмейстрне Наталья Храмована, Мăн Этмен ялĕнчи Культура çуртĕнчи халăх пултарулăхĕн коллективне хастар хутшăнакан Валентина Немешкинана, Атнарти Культура çурчĕн директорне Раиса Орлована уяв ячĕпе тата чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Çавăн пекех культурăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине Штанашри Культура çурчĕн администраторĕ Зоя Прокопьева тата ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ Зоя Петрова тивĕçрĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотине районти ача-пăча ÿнер шкулĕн хореографи уйрăмĕн кĕçĕн ушкăн ертÿçи Наталья Храмова илме тивĕç пулчĕ.

Купăс-баян сассине кăмăллакан, юрра-ташша хапăллакан, халăха тĕрлĕ ĕçе явăçтарма пултаракан çынсем пирĕн хушăра ытларах пулччăр, хисепе тивĕçчĕр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика