Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕншĕн кашни ача пĕр тан

11 марта 2009 г.

Эпир, Атнар вăтам шкулĕн социаллă педагогĕсем, шкул пурнăçĕпе тан утса пыма тăрăшатпăр. Асăннă шкула паян пурĕ 8 ялтан 220 ача пĕлÿ илме çÿрет. Шел пулин те, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек воспитани парассишĕн тăрăшмасть. Çакăн пек йĕркесĕр çемьесемпе унта ÿсекен ачасем – пирĕн тимлĕхре. Ачасем шкула йĕркеллĕ çÿренине тĕрĕслетпĕр, вĕсемпе тĕрлĕрен калаçусем ирттеретпĕр, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулатпăр, час-часах килне те кайса килетпĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн шкулти вĕренекенсенчен нихăшĕ те райадминистрацин çул çитмен ачасен комиссийĕн учетĕнче тăманни савăнтарать. Çавăн пекех ачасене опекăна илнĕ çемьесесемпе çыхăну тытма тăрăшатпăр. Паянхи куна ку тăрăхра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 12 ача шутланать, вĕсене 9 çемьене вырнаçтарнă.

Эпир хамăр ĕçе теори тĕлĕшĕнчен те анлăлатма тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть районта «Шаг навстречу» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çакăнта хамăрăн мастер-класа кăтартрăмăр, хÿтĕлев вăхăтĕнче презентаци слайчĕсемпе усă куртăмăр. Кунта виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарни пире малалла тата тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика