Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре сыхă пулмалла

14 февраля 2009 г.

Поизводствăра инкек-синкек ан пултăр тесен ĕç условийĕсене лайăхлатмалла, хуçалăхсенче ятарлă специалистсем пулмалла.

2008 çулхи кăтартусем тăрăх, «Коминтерн» ЯХПКра ĕç вырăнĕнче инкек пулнă, вăй питти арçын йывăр суранланнă. Ытти предприяти-организацисенче ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснă тĕслĕхсем пулман. 2007 çулта вара ĕç вырăнĕсенче пăснă 2 йывăр тĕслĕхе регистрациленĕ тата тепĕр инкек вилĕмпе вĕçленнĕ – «Нива» ял хуçалăх кооперативĕнчи фермăра пулнă пушарта çын пурнăçĕ татăлнă.

Палăртмалла, иртнĕ çул ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем яваплăха туйса ĕçленĕренех производствăри инкексен шучĕ чакнă. Уйрăмах тăрăшуллисенчен А.Шипеева («Нива»), Д.Мигушкина («Коминтерн», И.Гаврилова (коммуналлă хуçалăхри «Пилеш» ача сачĕ, А.Майорова (райпо), М.Мареевана (тĕп библиотека) тата ыттисене те асăнмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика