14 февраля 2009 г.
Пирĕн районтан 118 вăй питти çамрăк çав асар-писер вăрçа хутшăннă. Вут-çулăм айĕнчен тĕрĕс-тĕкел тухса тăван района, тăван яла таврăннă. Шел, икĕ ентеш вара унта куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Паянхи кун вара вĕсенчен 48-шĕ районта тĕпленнĕ.
Афганистан çĕрĕ çинчен пирĕн çарсене илсе тухнăранпа 20 çитнине халалласа районта чылай мероприятисем иртеççĕ. Февралĕн 10-мĕшĕнче вара Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта "Афганистан в истории моего района" ятпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференци ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева, Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов тата Афганистанра воин-интернационалист тивĕçĕсене пурнăçланă А.Н. Хозайкинпа Н.В.Исправников хутшăнчĕç. Калас пулать, Александр Николаевич Хозайкин – ветерансен Союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ, вăл душмансемпе пынă хаяр çапăçусене темиçе хутчен те хутшăннă. Çавăн пекех, палăртма кăмăллă, Александр Николаевич Хозайкинпа Николай Васильевич Исправниковăн кăкăрĕсене халĕ "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "От благодарного Афганского народа", "СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсене – 70 çул" медальсем илем кÿреççĕ, унсăр пуçне вĕсен "Воин-интернационалист" паллă пур.
Пухăннисем наукăпа практика конференцийĕнче районти шкулсенче вĕренекен ачасен 11 ĕçне пăхса тухрĕç. Воин-афганецсем хак панă тăрăх, Мăн Этмен шкулĕнче 7 класра вĕренекен Ольга Горбунован "Воин-интернационалист Федоров Олег Анатольевич" ĕçне чи лайăххи (1-мĕш вырăн) тесе палăртнă, 2-мĕш вырăна Питĕркасси шкулĕнчи Сергей Фадеевăн "Наша боль – Афганистан" ĕçĕ тивĕçнĕ, 3-мĕш вырăнта – Катя Звонникован "Папа, расскажи мне о войне". Çĕнтерÿçĕсем Атнар ял тăрăхĕн А.Н.Кузнецовăн парнисене тивĕçнĕ.
Çитес кунсенче районти воин-интернационалистсем Афганистан çĕрĕ çинче паттăррăн пуçĕсене хунă ентешсене чысласа Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнтерÿ лапамĕнче палăк лартасшăн.
Источник: "Пирěн пурнăç"