Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын пурнăçĕ татăлнă

07 февраля 2009 г.

Февралĕн 4-мĕшĕнче ирхи 2 сехетре пушар чаçне Атнар ял тăрăхне кĕрекен Урикасси ялĕнче Елена Николаевна Потапова кил-çуртне вут çавăрса илни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ.

Вут-кăварпа кĕрешекенсем вырăна çитнĕ тĕле хуралтăсем те çунма пуçланă. Пурăнмалли çурт йывăçран, çиелтен кирпĕчпе купаланăскер пулнă. "Хĕрлĕ автанпа" кĕрешме Хĕрлĕ Чутайри пушар чаçĕн 2 машини тата Атнар ял тăрăхĕн 1 машини хутшăннă. Пушара ирхи 4 сехет те 40 минутра сÿнтернĕ. Шел те, инкекре кил хуçи хĕрарăмĕн (1964 çулхискер) пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, унăн хытах çуннă кĕлеткине тупнă. Хутмалли кăмакапа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни инкек патне илсе çитернĕ тесе шутлаççĕ. Пĕтĕмĕшле тăкакĕ – 50 пин тенкĕ.

Пушар – питĕ пысăк инкек. Çакна пурте пĕлеççĕ. Юлашки вăхăтра кил хуçисен айăпне пула тухакан пушарсен хисепĕ ÿсрĕ. Асăрхануллă пулма ыйтас килет. Кил-çурт таврашĕнче, путвалсемпе чартаксенче вут чĕртме юрамасть. Пируса та ятарлă вырăнта кăна туртма ирĕк памалла. Вырăн çинче пушшех те чĕлĕм туртмалла мар. Кăмакасене те юсавлă тытмалла. Унсăрăн вĕсем инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Çавăн пек сăлтавсене пула январь уйăхĕнче Тракушкăнчи В.Дементьев, Штанашри А.Осеев, Кив Атикассинчи Е.Егорова хуçалăхĕсенче кăмакасем юсавлă пулман пирки тата вĕсемпе тĕрĕс мар усă курнине пула пушарсем пулнă. Кирек епле кăмакана та çирĕп никĕс çине лартмалла. Çунма пултаракан пайсенчен мăрьен 38 сантиметр аяккарах пулмалла. Вут хутнă çĕрте 70х50 сантиметр пысăкăш шуç тимĕр çапмалла.

Электроприборсемпе, кăмакасемпе тимлĕ пулмалла, кил таврашне таса тытмалла. Вут-кăварпа яланах асăрхануллă пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика