17 января 2009 г.
«Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, ăна çапла ирттеретĕн», – теççĕ халăхра. Эпир Атнар вăтам шкулĕнчи 1-мĕш класра вĕренекенсемпе 2008 çула хаваслă ăсатрмăр, Çĕнĕ çула тулли кăмăлпа кĕтсе илтĕмĕр.
Уява асра юлмалла ирттерес тесе класра пĕчĕк чăрăш вырнаçтартăмăр, ачасем ăна хăйсен пĕчĕк аллисемпе ăсталарĕç, теттесемпе капăрлатрĕç, пÿлĕме те уяв сĕмĕ кĕртрĕç.
Чун хавалĕпе тăрăшса ĕçлерĕç пĕчĕк шăпăрлансем. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те çак мероприятирен аякра юлмарĕç, чун тĕпренчĕкĕсене хавхалантарса пычĕç. Хăшне-пĕрне асăнмасăр иртме çук. Акă, Эльвира Ярославовна Ешмейкина хутран юр пĕрчисем касса кăларма ăста. Асамлă та хитре юр пĕрчисем çине пăхса пурте килентĕмĕр. Çавăн пекех класпа иртнĕ Çĕнĕ çул уявĕнче Юр Пикепе Хĕл Мучи, вупăр карчăкĕ пулчĕç. Уява хаваслă ирттерес тесе вĕсем ачасене Çĕнĕ çул юррисене чылай юрлаттарчĕç, чăрăш тавра ташлаттарчĕç, сăвăсем калаттарчĕç, вăйăсем выляттарчĕç. Сăмах май, Юр Пике сăнарне М.Ю.Савельева (Атнар ялĕ) вылярĕ, Хĕл Мучи – М.Н.Меркулов (Урикасси), вупăр карчăкĕ Г.Н.Козлова (Урикасси) пулчĕç. Çапла вара ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле выляса-кулса савăнчĕç. Çав хушăрах аслисем ачалăха та аса илчĕç. Уяв пурне те туслаштарчĕ.
Класс мероприятине пĕтĕмлетсе çапла калас килет. Çĕнĕ çула ачасем те, аслисем те кĕтеççĕ: ашшĕ-амăшĕсем çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе, пĕчĕк шăпăрлансем вара юмахри пек асамлăха, ырăлăха ĕненсе савăнаççĕ, çутă малашлăх кĕтеççĕ. Апла пулсан пирĕн, аслисен, вĕсен телейлĕ пурнăçĕшĕн тăрăшмалла, ырăлăха хăнăхтармалла. Учительсем ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерме пулăшатех тесе шутлатăп.
Источник: "Пирěн пурнăç"