Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене – "Ĕç ветеранĕ" тата "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятсем

17 января 2009 г.

Сисмерĕмĕр те 2008 çул та иртсе кайрĕ. Иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май, чăннипех те, савăнмалли нумай. Калас пулать, 2008 çулта, 2007 çулхипе танлаштарсан, "Ĕç ветеранĕ" тата "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем те сахал мар. Вĕсем пирки хаçат страницисенче пĕлтерсех тăратпăр.

Иртнĕ çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 354-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районтан "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята Уйпуç ялĕнчи Юрий Сергеевич Вазянов тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче тăрăшакан Валентина Андреевна Кудряшова тивĕçрĕç. Палăртма кăмăллă, Юрий Сергеевич 1975 çулта социаллă ăмăртăвăн çĕнтерÿçи пулнă, Валентина Андреевна вара пĕлтĕр "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" ята илчĕ.

Çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕнноябрь 26-мĕшĕнчи 355-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе "Ĕç ветеранĕ" ята Турхан ялĕнче пурăнакан, "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче зоотехник пулса тăрăшакан Евдокия Семеновна Сапожникова тивĕçрĕ. Е.Сапожникова хăйне шанса ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" ята та тивĕç пулнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика