27 декабря 2008 г.
Кăçалхи декабрĕн 25-27-мĕшĕсенче республикăра «Çуран çÿрекен» ятпа профилактика рейчĕн тĕп тапхăрĕ иртет. Ăна шалти ĕçсен министерствин ГИБДД тата УУМ уйрăмĕсем йĕркелеççĕ.
2008 çулхи вун пĕр уйăхра республика территорийĕнче çул-йĕр çинче авари пулнипе 13 çын вилнĕ, 147 çын аманнă. Çак тапхăртах пирĕн районта çуран çÿрекен 5 çын çине автотранспортпа кĕрсе кайнă. Аварие пула виççĕн вилнĕ, иккĕшĕ аманнă. Çуран çÿрекен икĕ çын айăпĕпе те вилекенпе аманакан пулнă. Çапла вара январь-ноябрь уйăхĕсенче çуран çÿрекен 137 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Рейдăн малтанхи кунĕнчех пилĕк çынпа пĕр водителе айăпланă.
Кăçалхи декабрĕн 25-мĕшĕнче 17 сехет тĕлнелле «Сура» автоçул çинче Атнарта пурăнакан Г.И.Савельев, ÿсĕр пуçпа, иртсе каякан автомобиль умне тухнă. Вăл аманнă, ăна Хĕрлĕ Чутайри тĕп больницăна илсе çитерсе медицина пулăшăвĕ панă.
Çул çÿрекенсем! Çул çинче асăрхануллă пулăр!
Источник: "Пирěн пурнăç"