Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информкун: халăхпа куçа-куçăн

20 декабря 2008 г.

Декабрĕн 17-мĕшĕнче районта, республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн темисем: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2009 çулта ЧР Патшалăх Канашне янă Çыру; ЧР Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указĕ; ЧР Президенчĕ йышăннă "Алкогольпе усă курнине тĕрĕслес ĕçе, алкоголизмпа тата эрехпе иртĕхнин профилактикине вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указа епле пурнăçласа пыни.

Района информаци кунне хутшăнма ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – культура, вĕрентÿÿ, наука, национальноçсен ĕçĕсен тата çамрăксен политикин комитечĕн председателĕ В.Мидуков ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Т.Казакова, Федерацин Чăваш Енри миграци службин управленийĕн начальникĕ С.Иванов, Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов тата ыттисем те ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа курса калаçнă.

В.Мидуков район пуçлăхĕпе А.Криковпа пĕрле Пантьăк тата Атнар ял тăрăхĕсенче пулнă. Тĕл пулăва хутшăннисем потребкооперативсем йĕркелес, çĕр пайĕсем илес ыйтусемпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕн тарифĕсемпе интересленнĕ. Н.Кириллов ректор район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе, ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕпе А.Самылкинпа Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи çынсемпе куçа-куçăн калаçнă. Акă, Н.Кириллов Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкул вĕрентекенĕсене ял хуçалăх Академийĕнчи вĕренÿпе пурнăç условийĕсемпе паллаштарнă, ăслăлăх çыннисем тарăн пĕлÿллĕ, ял хуçалăх отрасльне уйрăмах кирлĕ специалистсем хатĕрлессишĕн нумай тăрăшнине пĕлтернĕ.

Информаци кунĕ вĕçленнĕ май ушкăнсен ертÿçисем район администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче граждансен ыйтăвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. Вĕсенчен хăш-пĕрине вырăнтах хуравланине палăртнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика