26 ноября 2008 г.
ЧР Президенчĕн «2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» Указне пурнăçа кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ.
Унпа килĕшÿллĕн çак тапхăрта Урикасси, Ишеккасси, Ачкасси, Пантьăк ялĕсенче шыв уçлакан башньăсем хута янă. Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн специалисчĕ А.Г.Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Ачкасси ялĕнчи 435 çын, Урикассинче – 210, Ишеккассинчи 381 çын пăрăхсем тăрăх килекен таса шывпа усă кураççĕ. Пантьăкри Çеçпĕл Мишши тата Константин Иванов ячĕллĕ урамсене те шыв пăрăхĕсем хывнă. Пĕр хушă ял çыннисем колонкăсенчен шыв илсе тăнă. Анчах «ПМК Водоснабжение» ТЯО подрядчик шыв уçламалли насус патне электроэнерги пырассине йĕркелесе çитерейменнипе кунти халăх халĕ таса шывпа усă кураймасть.
Ишеккасси ялĕнчи Вăрман урамĕнче те 2 колонка ĕçлеменнине пĕлтерчĕç. Çакна вырăнти ял тăрăхĕ шыв колонкисене пăхса тăма укçа уйăрманнипе ăнлантармалла.
Программăна пурнăçа кĕртни халăх сывлăхĕшĕн усăллă. Анчах ĕçе пурнăçласси халăх ăнланăвĕнчен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тăрăшулăхĕнчен тата укçа-тенкĕ çитсе пынинчен нумай килет.
Источник: "Пирěн пурнăç"