22 ноября 2008 г.
Кăçал республикăри хула-районсенче пурăнакансене каçхи вăхăтра çÿреме пахалăхлă çутăпа тивĕçтерессине, уяв тапхăрĕсенче предприяти-организаци çурчĕсене çĕнĕ технологипе усă курса çутă искусствипе капăрлатассине йĕркелес тĕллевпе «Да будет свет!» ятпа фестиваль ирттерме палăртнăччĕ. Нумаях пулмасть ялсене, урамсене, ял тăрăхĕсен территорийĕсене çутăпа тивĕçтерес енĕпе республикăри фестивалĕн район шайĕнчи конкурсĕн материалĕсене пăхса тухнă. Пĕтĕмлетÿ тунă чухне комисси территорисене хăтлăх кĕртесси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕп тĕллевĕ пулнине палăртса хăварнă. Сăмах май, Хĕрлĕ Чутай салин архитектура сăн-сăпачĕ пĕрмаях улшăнса, илемленсе пырать. 2007 çултанпа каçхи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Хĕрлĕ Чутай центрĕн паллă вырăнĕсенчен пĕри – Крестовоздвижени чиркĕвĕ. Унăн çуртне реконструкциленĕ хыççăн район администрацийĕ Хĕрлĕ Чутай салин истори центрне илемлĕрех те хăтлăрах тăвассипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Çапла, чиркÿ йĕри-тавра çутă прожекторĕсем вырнаçтарнă, каçса çÿреме икĕ тимĕр кĕпер хывнă, вĕсене каç сĕмĕ çапсан светильниксем çутатса тăраççĕ. Çавăн пекех чиркÿ çумĕнче район çыннисем валли кану вырăнĕ йĕркеленĕ, унта та тĕттĕм чух çутă пур.
Хĕрлĕ Чутай райповĕ те ку енĕпе курăмлă ĕçленине палăртмалла. Чи малтан «Березка» ресторан каçхине çутă прожекторĕсене пула илемлĕн курăнса ларма пуçларĕ. Ун хыççăн Çĕнтерÿ лапамĕнчи суту-илÿ центрĕ те çĕнĕ сăн-сăпатлă пулчĕ. Унăн фасадне те каçхи вăхăтра тĕрлĕ тĕслĕ хунарсем çутатаççĕ.
Çакна та пĕлтермелле. Кăçал ял тăрăхĕсем те вырăнти территорисене пахалăхлă çутăпа тивĕçтерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне тĕпрен юсанă хыççăн ун йĕри-тавра светильниксем вырнаçтарнă.
Çапла вара, «Да будет свет!» республикăри фестивалĕн район шайĕнчи конкурсĕнче ыттисенчен палăрса пĕрремĕш вырăна райпо тивĕçнĕ, Атнар ял тăрăхĕ иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсем конкурсăн республика тапхăрне хутшăнĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"