Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чылай çул техникăпа

19 ноября 2008 г.

Районти кашни хуçалăхрах техникăпа нумай çул ĕçлекенсем йышлă. Ун пеккисенчен пĕри – «Коминтерн» ЯХПК тракторисчĕ Николай Михайлович Краснов. Вăл хуçалăхра 35 çул ĕçлет. Çав хушăра механизатор мĕн тĕрлĕ техникăпа ĕçлемен-ши. Юлашки çулсенче опытлă специалиста выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн шанса панă. Николай Михайлович транспорт хатĕрне юсавлă тытса тухăçлă ĕçлеттерет, хуçалăх палăртнă ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлать. Вăл тарлă, йывăр ĕçре тăрăшса хăйне лайăх енчен кăтартса хисепе çĕнсе илнĕ.

Кăçал Н.М.Краснов выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне курăк çулмалли техникăпа ĕçленĕ механизаторсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Вăл пĕччен пурĕ 4800 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ, тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн район пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика