12 ноября 2008 г.
Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче кĕрхи канăвăн программи пуян та анлă пулнине палăртмалла. Унта кашни ача хăйĕн пултарулăхне аталантарма пултарнă.
Акă, ноябрĕн 7-мĕшĕнче Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи «Здоровячки» лагерьте «Светлячки» вăтам ушкăнăн звенисем хушшинче «Сим-сим, уçăл» конкурс иртнĕ. Воспитательсем йĕркеленипе тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем тата эстафетăсем пулнă.
Лагерĕн активĕ питĕ хитре стена хаçачĕ кăларнă, сăрăсемпе ÿкерме юратакансем «Эпĕ туртмастăп – ку питĕ лайăх!» тата «Эпир наркотиксене хирĕç» плакатсен конкурсне хутшăннă.
Мишеркасси шкулĕ çумĕнчи «Туслăх» лагерьти пурнăç та интереслĕ иртнине палăртмалла. Каникул кунĕсенче кунта викторинăсем, калаçусем, вăйăсем чылай иртнĕ. «Радуга» тата «Семицветик» ушкăнсем кĕтессемпе пÿлĕмсен конкурсне хутшăннă, иккĕшĕ те пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсемех юмахсен конкурсĕнче тупăшнă, «Аленький цветочек» тата «Теремок» юмахсене лартса панă. Кунта «Семицветик» пĕрремĕш вырăна тухнă, «Радуга» вара иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
«Чер чунсен тĕнчи» калаçу пулнине те палăртмалла, ачасем кăмăлпах нумаях пулмасть района килнĕ зоопарка кайса курнине сÿтсе явнă, чĕр чунсене хÿтĕлемелли тата юратмалли пирки калаçнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"