08 ноября 2008 г.
Тăван кил... Кил... Сăмахĕ еплерех ачашшăн чĕнсе калать. Мĕнрен пуçланать çын чунĕ, тăван кил, çемье патне туртăнасси
Ача çуралсанах хăйĕн ашшĕпе амăшĕн ăшшине, çепĕçлĕхне туйса илет, вĕсен сăнĕсене курса ÿсет. Ăна пĕчĕкренех ачашлăх, ăшă та ырă кăмăллăх çупăрлама пуçлать. Тăван кил – эпир çут тĕнчене килекен сăваплă вырăн. Кунтах эпир пĕрремĕш утăм тăватпăр, малтанхи сăмах калатпăр, атте-анне ăшшине туйса ÿсетпĕр. Пирĕнпе пĕрле тĕнче те ÿссе сарăлсах пырать: малтанлăха вăл – пÿрт ăш-чикки те кил хушши, каярахпа тăван урам, ял, çывăхри улăх-çаран, уй-хир, вăрман. Тĕнчери чи хитре вырăнсенчен те илемлĕрех, пуян çĕрсенчен те тулăхрах пирĕншĕн тăван кĕтес. Хĕвелĕ те ăшăрах кунта, çилĕ те çепĕçрех, ачашрах.
Ахальтен-им чăвашсен академикĕ Г.Н.Волков çакăн пек илемлĕ сăмахсем каланă: «Тăван кил – вăл атте-анне, ача чухне сиктернĕ сăпка, юратнă пиччесемпе аппасем, ырă кăмăллă шăллăмсемпе йăмăксем, ÿснĕ кил-çурт, пÿрт умĕнче юрă шăрантаракан шăнкăрч, атте-анне панă чĕлхе, юратса юрлакан юрăсем, улăх-çаран, чечек çинче сĕрлекен вĕлле хурчĕ, тĕрлĕ теттесем, хĕлле ярăннă тăвайкки, сенкер тÿпе, шăнкăр-шăнкăр юхан шывсем».
Атте тата анне! Мĕн тери çепĕççĕн, илемлĕн илтĕнеççĕ çак сăмахсем. Аттепе аннене эпир уйăхпа, хĕвелпе тан хуратпăр. Аттепе анне çумра пулсассăн пире сивĕ хĕл те ăшшăн туйăнать. Вĕсем çумĕнче нимĕнле хуйхă-суйха пĕлместпĕр, вĕсен хÿтлĕхĕнче пурăнатпăр.
Анне сăмахĕсем сиплĕ эмел пекех сурансене сыватĕç, аннÿн çепĕç алли çурхи ăшă çил пекех ачашлĕ сана, мĕншĕн тесен вăл сана çуратнă, пăхса çитĕнтернĕ. Атте çĕре хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентет. Кирек мĕнле инкек пулсан та, вăл сана пулăшать, тĕрĕслĕхе те тÿрех куçран калать. Атте – çемье тĕрекĕ. Вăйлă, çирĕп чунлă, ăслă арçын – паянхи çемьен телейĕ.
Тăван тĕпренчĕкне çын тăвасси çинчен аса илмен ашшĕ-амăшĕ те сахал мар çав хальхи çăмăлах мар тапхăрта. Çемьесем арканни, пĕччен амăшĕсем йышланни, аслисем эрех ăшне путни – çакнашкал тÿнтерле пулăмсене пула тăлăх пулса тăраççĕ те телей курма çуралнă пепкесем. Çавăнпа та ача пурнăçра мĕнле çул çине тухасси тăван кил ăшшинчен килет тата çемьери хутшăнусем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачана чи малтанах хитре тумлантариччен, тутлă çитериччен унпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, ĕçе явăçтармалла. Ĕç нихăçан та ачана ватмасть те, пăсмасть те. Укçа енчен çирĕплĕх пăсмасть.
Кил ăшши атте-аннерен килет терĕмĕр. Апла пулсан, атте-анне ăшши – манăн (ачан) чун ăшши. Ашшĕ-амăшĕн чун ăшшисĕр ÿсекен ачан кăмăлĕ те сивлек, телейĕ те тулли мар. Мĕн чухлĕ тăлăх ача нуша курмасть-ши çакна пула çĕр çинче; Кам хÿтĕлĕ-ши вĕсене; Ачана ашшĕ-амăшĕнех пăхса ÿстермелле. Унсăрăн вăл нихăçан та тăван кил ăшшине туймĕ. «Вĕрентсе ăс-тăн парсассăн ятсăр çын та ятлăрах, аттепе анне пулсассăн вăйсăр çын та вăйлăрах», – чуна пырса тивмелле юрлаççĕ халăхра.
Шел пулин те, ашшĕ-амăшне ĕмĕр кÿренсе пурăнмалла суран тăвакансем те пур-ха пирĕн хушăра. Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшне хăйсем пăхас вырăнне ваттисен çуртне кайса яракансем, вĕсен укçи-тенкине туртса илсе, хĕнесе-çапса пĕтерекенсем те пур. Вилме выртсан юлашки çула ăсатма пыманнисем те чунсăррисен шутнех кĕреççĕ. Çыннăн этем шайĕнчен тухмалла мар ĕнтĕ, хăйĕн тивĕçне туйсах тăмалла. Атте-анне умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Хĕвел те хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун ăшшине пире çапла парнелеççĕ. Атте-анне пурри – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.
И.Я.Яковлев сăмахĕсемпе пĕтĕмлетес килет: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ... Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ÿтĕре ясарпа ан варалăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр...».
Источник: "Пирěн пурнăç"