08 ноября 2008 г.
Республикăра шкул ачисем хушшинче Президент Кубокне çĕнсе илессишĕн XI Спартакиада пырать. Çамрăк спортсменсем пур енлĕн кĕрешсе вăй виçеççĕ.
Ноябрĕн 4-5-мĕшĕсенче районти баскетболистсем Етĕрнере иртнĕ зонăри ăмăртăва хутшăннă. Атнарти, Çĕн Атикассинчи, Хĕрлĕ Чутайри шкулсенче аслă классенче вĕренекен арçын ачасем пĕр командăна пĕрлешсе баскетболла хастар вылянă – иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Атнар, Мăн Этмен шкулĕсенчи хĕрсен пĕрлештернĕ команди те зонăри ăмăртура иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Асăннă Спартакиадăн черетлĕ вăййисем – ирĕклĕ майпа кĕрешесси – ноябрĕн 18-мĕшĕнче Вăрнар поселокĕнче иртмелле. Халĕ районти пăхаттирсем пысăк кĕрешĕве хатĕрленеççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"