01 ноября 2008 г.
Ĕнер районта Ял хуçалăхĕпе продукт тăвакан промышленность ĕçченĕн кунĕ иртрĕ. Асăннă уява «Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики» ТЯО коллективĕн паллă тума сăлтавĕ самаях пысăк тесен те юрать.
Çуркуннерен вара фабрика чылай улшăнса пуянланчĕ. Ун чухне 5-мĕш цехра çеç бройлер чĕпписем чупса çÿретчĕç. Паян вара кунта тĕлĕнмелли пайтах: фабрикăра 193 пин чĕпĕ кăлармалли «Инкубаторы – ЕМКА» йышши бельгири оборудовани те хăйне валли вырăн тупнă, çитĕнсе çитнĕ чăхсене пусса тирпейлемелли оборудовани те пур. 1-мĕш цехра 78 пин те 600 чăх-чĕп валли читлĕхсем вырнаçтарнă. Пĕр читлĕхĕ – 50 кайăк валли. 78 пин те 600 чăх-чĕп валли апачĕпе шывĕ те автоматика мелĕпе çитĕ, каяшĕ те çав мелпех тухĕ. Асăннă цехра пĕр çын кăна ĕçлĕ, унăн вилнĕ чĕпсене пуçтарса çеç çÿреме тивĕ. Каламалла, 1-мĕш цехра пурĕ 100 чÿрече, вĕсем те хăйсемех автоматика мелĕпе уçăлса хупăнса тăрĕç.
Кăçал тулли мар яваплă общество техника енĕпе те самаях пуянланчĕ. Вĕсем инвестици кредичĕпе икĕ сÿре, икĕ сеялка, погрузчик-экскаватор, плуг туянма пултарчĕç. Лизинг меслечĕпе Джон-Дир тата МТЗ-82 йышши икĕ трактор илчĕç. Çавăн пекех «Енисей» комбайн та туянчĕç. Çу кунĕсенче техникăна упрама кунта автогараж хута кайрĕ.
Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики кăçал çĕнĕ çĕрсем уçас енĕпе пысăк утăмсем тунине палăртмасăр иртме çук. Вĕсен уйĕсене тухсан чун савăнать – çу каçипе ĕçлесе хатĕрленĕ лаптăксенче парка калча кĕçĕленнĕ. Коллектив кăçал кĕр тыррисем пурĕ 1216 гектар çинче акса хăварчĕ. Ку вăл палăртнин 152 проценчĕ. Кунти механизаторсем Пантьăк тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенчи усă курман 1470 гектар çĕре çаврăнăша кĕртрĕç. Ку кăтартусемшĕн «Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики» общество ертÿçи Николай Иванович Лисаев ĕнер, районти Ял хуçалăхĕпе продукт тăвакан промышленность ĕçченĕн кунĕнче, район пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Кĕрхи культурăсем акакан тракторист-машинистсен ĕç ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ ята кунтисемех илчĕç. Вĕсем: Сергей Владимирович Петров тата Михаил Иванович Николаев, иккĕшĕ те 570-шер гектар кĕр тырри акнă.
Паянхи кун обществăра цехсене газ кĕртес ĕç пырать, çавăн пекех сивĕткĕч камерине вырнаçтарса лартасшăн.
Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрикинче 74 çын тăрăшать, ĕçсене Николай Иванович Лисаев йĕркелесе ертсе пырать. Çитес çул та кунти ĕçченсем, кăçалхи пекех, район халăхĕ валли бройлер чĕпписене ĕрчетессе шанас килет.
Юлашкинчен вĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламласа малашне ÿсĕм тата ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"