29 октября 2008 г.
Районти ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çитес эрне кун, октябрĕн 31-мĕшĕнче, хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.
Çу кунĕсенчи вĕри те тарлă кунсем хыçа юлчĕç. Çĕр ĕç ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ. Паян аса илмелли, шухăшламалли сахал мар. Хаçат корреспонденчĕ ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Николай Федорович Коробковпа тĕл пулнă. Районти пĕрлешÿллĕ коллективсем, ял çыннисем хăйсен уявне мĕнле кĕтсе илнипе интересленнĕ.
– Чĕпсене кĕркунне шутлама хушнă. Халĕ çав вăхăт шăпах çитрĕ, Николай Федорович...
– Çапла, хресчен мĕн авалтан кĕр мăнтăрĕпе мăнаçланнă, çулталăк хушши пилĕк авнин уссине курнă, чĕрипе туйнă. Эпир вара кăçалхи кăтартусем çинче чарăнса тăрăпăр. Акă, районĕпе 7136 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илтĕмĕр. Хуçалăхсем пурĕ 12294, 9 тонна тыр-пул кĕлете кĕртрĕç. Ку вăл, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 150, 5 процент ытларах. Урăхла каласан, пĕлтĕр 8123 тонна тырă пуçтарса илнĕччĕ. Гектар тухăçĕ кăçал вăтамран 19 центнера яхăн пулчĕ.
Малта пыракансем япăх мар тыр-пул туса илни савăнтарать. «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕ пурĕ 4428, 5 тонна пĕрчĕллĕ культурăсем пухса илнĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 197, 7 процент нумайрах. Атнарсем 1406 гектар йышăнакан лаптăкра тыр-пул çитĕнтерчĕç. Ăна пĕтĕмпех лайăх пахалăхпа вырса пухни гектар тухăçне 31 центнера çитерме май пачĕ. Çавăн пекех «Нива» ял хуçалăх кооперативĕ те кăçал ĕç çине кĕске вăхăтра вĕçлерĕ. «Свобода» колхоз уй-хирĕсем те тулăх тыр-пулпа савăнтарчĕç. Анатçĕрпÿкассисем кашни гектартан 25, 5 центнер пухса кĕртрĕç. Çакна та палăртса хăварас килет. Кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, «Авангард» уçă акционерла общество 262, 4 процент, «Мочковашское» фермер хуçалăхĕ – 191, «Нива» – 183, 4, Никитин фермер хуçалăхĕ – 176, 8, «Искра-Хмель» – 167, 9, «Аккозинское» 160, 1 процент нумайрах тырă туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле, пур çĕрте те тыр-пул хисепĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулчĕ.
– Çĕр пире тăрантарать, тумлантарать, пурнăç парать, тетпĕр. Çакна шута илсе кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкне чылай çĕрте ÿстерчĕç...
– Çапла, 2007 çулта, сăмахран, кĕр тыррисем районĕпе 3189 гектар йышăннă. Кăçал лаптăка 122, 1 процент чухлĕ ÿстерме пултартăмăр. Хуçалăхсем кĕркунне 3893 гектар çине кĕр тыррисен вăрлăхне варăнтарса хăварчĕç. Кунта Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики пирки чарăнса тăмалла. Коллектив Николай Лисаев директор ертсе пынипе кăçал ял хуçалăх техники чылай туянчĕ. Вĕсемпе пĕлсе тата тухăçлă усă курчĕç. Çавна май унти механизаторсем Пантьăк тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен çĕрĕсене çу каçипех сухаласа çемçетес тĕлĕшпе ĕçлерĕç. Вĕсем 1216 гектар кĕр тыррисем акса хăварчĕç. Вăрлăхпа пĕрле тăпрана минерал удобренийĕсем хыврĕç. Халĕ калча хăйĕн ешĕл илемĕпе савăнтарать.
«Свобода» колхозăн çĕр лаптăкĕ пысăках мар. Çапах та Анатçĕрпÿкассисем кăçал кĕрхи культурăсен лаптăкне 225 гектара çитерчĕç. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 180 процент ытларах. «Нива», «Победа», «Коминтерн», «Авангард» хуçалăхсем те палăртнинчен нумайрах кĕр тыррисем акса хăварчĕç. Кунта çакна шута илни кирлĕ. Ыраш тата кĕрхи тулă тухăçĕ çÿлленех çуртрисенчен пысăкрах пулать. Çакна шута илсе пур çĕрте те кĕр тыррисен лаптăкне ÿстересси çине тимлĕрех пăхмалла.
– Кĕрхи çĕртме усси çинчен нумай калаçаççĕ. Ку енĕпе районта ĕçсем еплерех пыраççĕ-ха;
– Кăçал пирĕн 6456 гектар çĕртме сухи тумалла. Шел пулин те, ку таранччен çак лаптăкăн çуррине кăна хуратса хăварнă. Паллах, лайăх ĕçлекен хуçалăхсем те пур. «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики 817 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Ку енĕпе «Путь Ильича», «Коминтерн», «Нива» хуçалăхсем те аван ĕçленине палăртма пулать. Çак тапхăрта, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 104, 4 процент ытларах сухаланă.
Çулла та, кĕр кунĕсенче те çумăр нумай çурĕ. Çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсем çĕр ĕçне йĕркеллĕ туса пыма сахал мар чăрмантарчĕç. Çапах ял çыннисем пуçарулăх кăтартса ÿсĕмсем тума пултарчĕç.
– Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хăйсен уявне мĕнле кăтартусем парнелеççĕ;
– Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче 100 гектар çĕр пуçне 24, 5 центнер аш-какай, 177 центнер сĕт туса илнĕ. Тÿрех каламалла, çак икĕ кăтартăвĕ те пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Аш-какай илес тĕлĕшпе «Коминтерн», «Аккозинский», «Путь Ильича» хуçалăхсем иртнĕ çулхинчен лайăхрах ĕçленине палăртма пулать. «Коминтерн», «Авангард», «Победа», «Свобода», «Нива» тата ытти хуçалăхсем кăçал 2007 çулхинчен ытларах сĕт хатĕрленĕ. Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе «Свобода» колхоз малта. Кунта тăхăр уйăхра ĕне пуçне 3847 килограмм продукци илнĕ. Районăн вăтам кăтартăвĕ 2610 килогрампа танлашать. «Коминтерн» хуçалăх сысна какайĕ туса илес тĕлĕшпе ÿсĕмсем тăвать.
– Уяв умĕн çĕнтерÿçĕсен ячĕсене асăнни те вырăнлă. Николай Федорович, ял хуçалăхĕнче камсем пысăкрах çитĕнÿсем тума пултарчĕç;
– Районта хастар, пуçаруллă ял ĕçченĕсем сахал мар. Çакăн пек маттур çынсем çинче тытăнса тăраççĕ те ĕнтĕ хуçалăхсем. «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕн комбайнерĕсем Илья Пономаревпа Юрий Степанов, Олег Сапожников, Сергей Наумов водительсем, Николай Степановпа Алексей Туйманкин трактористсем, Алина Мазиковапа Ирина Сорокина сысна пăхакансем, Галина Владимирова сысна самăртакан, «Свобода» колхозри Геннадий Кокарев комбайнер, Зоя Токарева пăру пăхакан, «Победа» хуçалăхри Вера Иванова доярка, «Асамат» обществăри Валерий Инедеркин водитель, Анатолий Сорокин тракторист, «Дар-Бройлерти» Сергей Петровпа Михаил Николаев трактористсем тата ыттисем те çĕр ĕçĕнче тарăн тымар янă, хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă. Çакăншăн тавтапуç вĕсене.
Источник: "Пирěн пурнăç"