Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрмавсем ура хураççĕ

25 октября 2008 г.

Октябрĕн 23-мĕшĕнче районта обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунĕ иртрĕ. Райадминистрацин, ял хуçалăх управленийĕн пай ертÿçисем, специалистсем яланхи пекех ушкăнсене пайланса хуçалăхсен фермисене çитрĕç, коллективсенчи çынсемпе, зооветспециалистсемпе тĕл пулчĕç, вырăнта хĕле хатĕрленес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Çав кунхинех ушкăнсен ертÿçисем хуçалăхсенче мĕн курнине пĕрле пухăнса пĕтĕмлетрĕç.

– Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунĕ районта кашни уйăхрах иртет, – терĕ ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков. – Унăн усси çук мар. Тĕл пулусенче ферма ĕçченĕсен чылай ыйтăвĕсене татса пама май килет.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Валентина Кузнецова пĕлтернĕ тăрăх, «Путь Ильича» обществăн Ачкасси ферминче хальхи вăхăтра хĕле хатĕрленес ĕç пырать. Икĕ витерен пĕрне йĕркене кĕртнĕ. Теприне юсама 30 фестметр хăма çитмест. Çавна май ĕç чарăнса ларнă. Çамрăк выльăхсене уя кăларма пăрахнă. Вĕсем хĕсĕкрех вырăнта тăраççĕ. Витесене шыв çитернĕ, анчах шалта ăна ĕçлекенсен алă вăйĕпех тултма тивет. Çакă уйрăмах япăх – картишĕнче тислĕк нумай пухăнса кайнă. Хуçалăх ертÿçисем ăна çанталăк шăнтсан уя кăларма шантараççĕ.

Шулю ферминче выльăх-чĕрлĕх сахал мар. Çакна шута илнĕ, хĕл кунĕсенче усă курма автопоилка вырнаçтарас ĕçе вĕçленĕ. Хальлĕхе кĕтÿ уйра çÿрет-ха. Кунта витене те юсама пуçланă. Шел пулин те, строительство материалĕсем çителĕксĕррине пула халĕ фермăра шăплăх хуçаланать. Хуçалăхăн Калкассинче те ферма пур. Унта юсав бригади ĕçлет. Çавăн пекех кунта хĕл каçарма Ачкассинчи хăш-пĕр выльăхсене куçарма палăртнă.

Çакă паха – выльăх пăхакансене общество дирекцийĕ укçа-тенкĕ енчен кÿрентермест. Вĕсем уйăхне 5-6 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ иккен. Тырă та параççĕ. Анчах сентябрь уйăхĕшĕн халăхпа татăлман-ха.

Районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Валентин Романов ертсе пыракан ушкăн «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕнче пулнă. Вăл каланă тăрăх, Атнарсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кунта çу кунĕсенчех юсав бригадисем йĕркеленĕ. Вĕсем витесене йĕркене кĕртнĕ, дезинфекцилесе шуратнă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси те аван пулса пынă. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пынă май ĕç вăйне чакараççĕ. Акă, Трапайри комплексра маларах 45 çын тăрăшнă, халĕ 28-ăн мĕн пур ĕçе туса пыма ĕлкĕреççĕ.

Ферма ĕçченĕсен пăшăрханăвĕ те пур. Ĕç укçипе тивĕçтересси тăсăлса пырать. Халĕ, кĕркуннехи вăхăтра, ир те, каç та питĕ тĕттĕм. Урамра вара электричество çути çук. Шыв лупашкине кĕрсе ÿкме те часах.

Туканашри сысна фермин чапĕ республикипех сарăлнă. Унта амасенчен çура илессине, сысна самăртассине Голланди меслечĕпе йĕркеленĕ. Коллективра çамрăксем ытларах. Вĕсем ĕç хыççăн çăвăнса тасалма душ кабини лартса парасса кĕтеççĕ. Хальлĕхе газ котелне те ĕçе ярайман-ха.

Район пуçлăхĕн çумĕ, инфратытăм аталанăвĕн тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Иван Хораськин В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи тата «Нива» ял хуçалăх кооперативĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ.

– Уйăх каялла кивирчемессем кашни ĕнерен сĕт сăвассипе лайăх ĕçленине палăртса хăварнăччĕ, – терĕ вăл. – Халĕ продукци илесси чакса ларнă. Çакна вырăнта ĕнесенчен чылайăшĕ пĕтĕ пулнипе сума пăрахтарнипе ăнлантарса параççĕ. Чăнах та, кăçалхи тăваттăмĕш кварталта 27 пăру илмелле иккен.

Хуçалăх утăпа сенаж чылай хатĕрлесе хăварнă. Кашни условнăй выльăх пуçне 30 центнера яхăн апат единици лекет.

Ял ĕçченĕсене ĕç укçи шучĕпе килограмшăн 3 тенкĕ те 50 пуспа тырă валеçсе панă. Выльăх пăхакансене 1-шер тонна, механизаторсене 2, 5-шер тонна лекнĕ. Клеверпа люцерна вăрлăхĕпе тивĕçтерме те майсем пур.

«Нива» ял хуçалăх кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци хисепне хĕллехи тапхăрта та чакарасшăн мар. Çапла пулмалла та. Карăкçырми ферми хĕле хатĕр. Ферма ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 4-5-шер пинпе танлашать. Механизаторсен шалăвĕ 7 пине çитнĕ. Ял ĕçченĕсене паян-ыран тырă валеçсе параççĕ. Шел пулин те, Турхан ферминче шыв пăрăхĕсене улăштарман-ха. Çак ĕçе васкарах тума тытăнмалла.

Райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Александр Башкиров «Аккозинское» тата «Победа» хуçалăхсенчи, экономика пайĕн начальникĕ Георгий Ярлов «Асамат» обществăн Штанаш уйрăмĕнчи, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков «Телей» хуçалăхпа «Асамат» обществăн Сĕнтĕкçырми уйрăмĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕç. Çакна палăртрĕç: ферма çурт-йĕрне йĕркене кĕртес ĕç пур çĕрте те сарăлнă. Выльăх апачĕ те хатĕрлесе хăварма тăрăшнă. Анчах хăш-пĕр çĕрте чирлĕ выльăхсем пур. «Асамат» обществăра лейкозпа чирлекен ĕнесен хисепĕ ÿссе пырать. Кунта май уйăхĕнчен вара ĕç укçи тÿлемен. Тислĕк пухăнса кайнă. Вăрманкас ферминче пылчăк çăрăлнипе кÿлнĕ лаша кĕрсе ÿкнĕ тĕслĕх те пулнă. Çынсем те чĕркуççи таран пылчăк ашаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, выльăхсене витесенче хĕл каçармалли тапхăра хатĕрленес ĕçре çитменлĕхсем сахалах мар. Вĕсем ĕç коллективĕсене малалла кайма чăрмантараççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика