Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стажĕ 55 çулпа танлашать

18 октября 2008 г.

Октябрĕн 10-мĕшĕнче тĕп хуламăрта Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалласа тата çарпа патриотлăх туйăмне вăратас тесе вăрçă ветеранĕсемпе йăхран йăха тăсăлакан çар çыннисен слечĕ иртрĕ.

Пирĕн район чысне конкурсра Березовка ялĕнчи Селивестровсен çемйи хÿтĕлерĕ. Вĕсем республикăра 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Палăртмалла, Нина Михайловнапа Вячеслав Лаврентьевич Селивестровсем çут тĕнчене 4 ывăл парнеленĕ. Ачисем пĕринчен тепри маттуртарах, 4-шĕ те çар ĕçне кăмăлланă. Асли – Миша, Чĕмпĕрти аслă çар училищине пĕтернĕ, капитан ятне илнĕ, Раççей Федерацин Оборона министерствин икĕ медальне тивĕçнĕ. Ун хыççăн – Володьăпа Сергей. Иккĕшĕ те подполковник, вĕсене РФ Оборона министерствин медалĕсемпе наградăланă. Çавăн пекех Володя экономика наукисен кандидачĕ те. Юлашки – Александр. Вăл Раççейĕн тĕп хулинче Суворов училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çар университетĕнче 4 курсра пĕлÿ пухать. Селивестровсен династи стажĕ пĕтĕмпе 55 çулпа танлашать. Калас килет, Селивестровсен пĕтĕмпех малалла! Апла пулсан, малашлăхри утăмра вĕсене телей, ăнăçу сунар!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика