Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гектар пуçне – 30,4 центнер тухăç

27 сентября 2008 г.

Кăçал “Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем 1406 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ.

Çав шутран 862 гектар тулă, 412 гектар урпа пулнă. Тыр-пула тăватă комбайнпа пухса кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, уй-хирте ĕçлекен агрегатсем патĕнчен йĕтем çине 3700 тонна ытла тĕш тырă илсе пынă. Ăна тасатса-сăвăрса кĕлетсене кĕртнĕ.

Çакă савăнтарать – кашни гектар пысăк тухăç панă. Акă, гектар пуçне 30, 4 центнер пĕрчĕллĕ культурăсем пухса кĕртнĕ. Тулă 30, 4-шар центнер, урпа 24, 8-шар центнер тухнă. Ку таранччен 180 тонна тырă сутнă, клейковина виçи 24 процентпа танлашнă.

Кăçал вырма тăсăлса кайрĕ. Хуçалăхра ĕçлекенсем çакна шута илсе пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Тракторсем çĕр хатĕрлеççĕ, кĕр тыррисем акаççĕ. 600 гектар йышăнакан лаптăкри тăпрана кăпкалатнă, 500 гектар çине ытла вăрлăх варăнтарса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика