02 августа 2008 г.
Çĕр пире тăрантарать, тумлантарать, пурăнма вăй-хал парать. Унпа пĕлсе усă курни, тĕпрен илсен, çынна ырлăх-сывлăх парнелет. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та халиччен ахаль выртнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси çинчен каларĕ.
Çакна Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Лисаев лайăх ăнланать. Вăл кăçал 1500 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварасшăн. Пантьăк ял тăрăхĕнчи Хирлÿкасси ялĕ çумĕнчи уя сухаласа пăрахнă. Кунта ун чухне Чул хула облаçĕнчен килнĕ тракторсем ĕçленĕ. Халĕ нумаях пулмасть туяннă, Америкăра туса кăларнă 330 лаша вăйлĕ трактор дискаторпа çĕре кăпкалатать. Тăпрана варăнтарма 450 тонна вăрлăх кÿрсе килнĕ. Акнă чухне минерал удобренийĕпе усă курма палăртнă. Ăна çителĕклех туяннă.
Фабрикăн машина-трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланса пыни савăнтарать. Кăçал, акă, МТЗ-82 йышши икĕ трактор илсе килнĕ. Çавăн пекех СЗУ-5, 4 икĕ сеялка та ĕçе хатĕр. Кунта тĕш тырă вырса пухмалли “Енисей” комбайн та пур. Кĕскен калас пулсан, фабрика кăçал кăна çĕр ĕçлесе хатĕрлемелли техника 11 миллион ытла тенкĕлĕх туяннă.
Источник: "Пирěн пурнăç"