Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕ: халăхпа куçа-куçăн

19 июля 2008 г.

Июлĕн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем халăхпа тĕл пулса çак темăна уçса пачĕç: “Кăçалхи Республика кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсем: обществăлла политика тата социаллă экономика эффекчĕ”, “Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тата симĕслентерес, халăха пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерес, тавралăха тата экологие хÿтĕлес задачăсем çинчен”, “Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă экономика аталанăвĕн Стратегийĕсем çинчен” саккунне улшăнусем кĕртмелли Чăваш Республикин саккунĕн проекчĕ”.

Информаци кунне республика тĕп хулинчен – Шупашкартан министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăннă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизакова, Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Федераллă службин управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Б.Андреев, ЧР Юстици министрĕн çумĕ М.А.Кузьмин, “Хыпар” издательство çурчĕн” тĕп редакторĕн çумĕ Г.А.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чăваш регионгазăн” генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа тĕл пулса калаçнă, ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравланă.

Район пуçлăхĕпе А.И.Криковпа Р.М.Лизакова ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче районти культура ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Чи малтанах Роза Михайловна ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра пулса курчĕ, кунти лару-тăрупа паллашрĕ. Унтан залра пухăннă культура ĕçченĕсемпе кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухрĕç. Стратеги пирки сăмах пуçарнă май, Р.М.Лизакова вăл чылай Раççей субъекчĕн çуккине палăртрĕ. Çавăн пекех Роза Михайловна Стратегире пирĕн республикăна аталантармалли малашлăх планĕсем вырăн тупнине çирĕплетрĕ. Унтан июнĕн 18-24-мĕшĕсенче çÿллĕ шайра иртнĕ Республика кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен сăмах пычĕ. Çав кунсенче республикăн тĕп хулинче тĕрлĕ форумсем, искусство ăстисен конкурсĕсем, фестивальсем тата ытти чылай мероприяти иртнĕ, вĕсене халăх йышлă хутшăннă. Калас пулать, çичĕ кун хушшинче уяв мероприятийĕсенче Шупашкарта 264 пин çын пулнă, Муркаш тата Йĕпреç районĕсенче – 50 пин çын ытла. Вĕсен шутĕнче ют çĕршывсемпе ытти регионсенчен килнисем пуррине палăртмалла. Республика кунĕнче тĕрлĕ инвестици килĕшĕвĕсене алă пуснă. Республикăна Раççей халăх артистки Н.Бабкина килнĕ, вăл пурĕ 7 концерт панă. Ăна халăх питĕ лайăх йышăннă. Р. М.Лизакова Республика кунĕ пĕтĕмĕшле тухăçлă иртнине пĕлтерчĕ. Виççĕмĕш ыйту вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тата симĕслентерес, тавралăха тата экологие хÿтĕлес задачăсем çинчен пулчĕ. Роза Михайловна ЧР Президенчĕ тасалăх тата тирпейлĕх ыйтăвне пĕрмаях хускатнине, ку ыйтăва район пÿçлăхĕсем те малти вырăна лартнине палăртрĕ. Вăл культура ĕçченĕсене те тасалăхпа илемшĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ, чечексем лартса ÿстерни, таврара тасатса тăни хамăршăнах усăллă пулнине çирĕплетрĕ. Культура учрежденийĕсенче хăтлă та илемлĕ пулсан унта çамрăксемпе ял çыннисем тата ытларах туртăнма пуçланине пĕлтерчĕ.

Р.М.Лизакова ялсенчи культура учрежденийĕсене модернизацилес ыйту çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Вăл республикăра юхăнса кайма пуçлăнă клубсем сахал марри çинчен каларĕ, пурĕ республикипе “кăвак çулăм” кĕртме пăхса хунă культура çурчĕсен 60 процентне газ кĕртнине асăнчĕ, хăш-пĕр клубсем тулли хăватпа ĕçлеменнине пĕлтерчĕ. Роза Михайловна клубсене модернизацилессине юсав ĕçĕсем кăна кĕменнине, культура учрежденийĕсен дискотека залĕсене çутăпа сасă оборудованийĕсемпе тивĕçтерессине, унсăр пуçне художество пултарулăх коллективĕсене валли костюм комплекчĕ парассине çирĕплетрĕ.

Александр Иванович сăмах илсен пирĕн районта кашни ял тăрăхĕнче пĕрер модернизациленĕ клуб пулмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл кивĕ, юхăнса кайнă клубсем пурри çинчен сăмах хускатрĕ, ун пеккисен йышне чакармаллине пĕлтерчĕ. А.И.Криков ял тăрăхĕсен центрĕсенче модернизациленĕ клуб пуласси, ытти ялсенче вара унăн филиалĕсем ĕçлесси пирки каларĕ. Унсăр пуçне район пуçлăхĕ модернизациленĕ хăш-пĕр клубсенче искусство шкулĕн филиалĕсене уçма шутлани çинчен асăнчĕ. Унтан Александр Иванович тасалăх ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Культура ĕçченĕсен чи малтан хăйсен ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартмаллине палăртрĕ. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов вара пур кивĕ клуба та хупманнине, районти 41 культура çуртĕнчен 9-шĕ ĕçлеме пăрахассине пĕлтерчĕ. Эппин, 10 модернизациленĕ клуб пулĕ, ыттисем филиалсем тăрса юлĕç. Юлашкинчен культура ĕçченĕсем хăйсене интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене илме пултарчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.П.Самылкин ертсе пыракан ушкăн Пĕрлехи информаци кунĕнче Атнар ял тăрăхĕн территорийĕнче пулчĕ. Нумайăшĕ аван пĕлет, кунта тавралăха тирпей-илем кĕртесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, ялти Культура çуртне модернизацилеççĕ. Çавна май ăна юсаса çĕнетнĕ. Урамра чечек-курăк ешерет. Хĕвел хĕртсе çунтарнă май фонтантан пĕрĕхсе тăракан сивĕ шыв çан-çурăма уçăлтарать. Ял тăрăхĕ хăй шучĕпех пушар машини тытса тăрать. Çу кунĕсенче вут-кăвар тухасран уйрăмах асăрхануллă пулмалла çав. Çавăнтах – ача-пăча сачĕ, халĕ унта 40 пепке çÿрет. Юнашарта врач амбулаторийĕ вырнаçнă. Куллен кунта вăтамран 25 çынна йышăнаççĕ.

Ушкăнта республикăри “Чувашрегионгаз” пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В.И.Ярабаева, коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорĕ П.В.Столяров пулчĕç. Вĕсем врач амбулаторийĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн Атнарти ветерансен çуртне çитсе курчĕç. Кунта халĕ аслă ăру çыннисем тăххăрăн пурăнаççĕ. Ваттисем хушма хуçалăхра хăйсемех пахча çимĕç ÿстереççĕ. Вĕсене эрнере пĕр хут мунча хутса кĕртеççĕ. Тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çитереççĕ. Кашниех кунта пурăннăшăн уйăхра пенси укçинчен 1550 тенкĕ тÿлет. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Малов çăвăнмалли ванна туянса панă.

Атнарти Ветерансен çурчĕ кăçал республикăри конкурсра “Хăтлă çурт” номинацире иккĕмĕш вырăна тухнă. Çитĕнÿÿ, паллах, тăрăшмасăр пулман. Кунти социаллă ĕçченсем хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Телевизор умне пухăнса ларнă ватăсене К.С.Мифтахутдинов Чăваш Енĕн экономикипе, социаллă пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Республика кунĕ çÿллĕ шайра иртни çинче чарăнса тăрса унăн усси пысăк пулнă пирки каларĕ. Уява 12 çĕршыв посолĕ хутшăннă, унта 58 миллиард тенкĕлĕх тĕрлĕ килĕшÿсем тунă.

“Ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртессишĕн ытларах тăрăшмалла, – палăртрĕ вăл. – Санитари правилисене пăхăнмасан çын сывлăхĕ хавшать. Акă, тасамарлăх пухăнса каять, часах вăл шывпа пĕрлешет. Кайрантарах çавна хамăрах ĕçетпĕр. Çут çанталăк газĕ – халăх ырлăхĕ. Анчах унпа пĕлсе, асăрханса усă курмалла. Кăçал “кăвак çулăм” 6 çын пурнăçне татнă”.

А.П.Самылкин тĕл пулура районти ял хуçалăх ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, кăçал тыр-пул тухăçĕ гектар пуçне 7-8 центнер ытларах пулмалла. Халĕ ăна пухса кĕртме хатĕрленес ĕç пырать. Кĕрхи культурăсем акмалли вăхăт та кĕçех çитет. Кăçал кĕр акинче 2007 çулхинчен икĕ хут ытларах кĕр тыррисем акса хăвармалла.

Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакан ушкăн çавăн пекех Атнарти ĕне ферми çывăхĕнче выльăх апачĕ хатĕрлекен ĕçченсемпе тĕл пулчĕ. Халăха ферма урамне пымалли кĕпер юрăхсăра тухни пăшăрхантарать. Ку ыйтăва тахçанах çĕкленĕ-ха, проектне те хатĕрленĕ. Анчах лавĕ халĕ те вырăнтан хускалмасть. Çакна шута илсе К.С.Мифтахутдинов кĕпер тăвас ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе республика пуçлăхĕсем патне тухма шантарчĕ. Хĕрарăмсене ача пособийĕ пĕчĕкки кÿрентерет. В.И.Ярабаева пĕлтернĕ тăрăх, часах хушăннă виçене саплаштарма пуçăнаççĕ.

“Коминтерн” ЯХПК – экономика тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă хуçалăх. Кунти ĕçченсен уйăхри ĕç укçи вăтамран 5 пин тенкĕ ытла. Ку аван ĕнтĕ. Шел пулин те, тĕрлĕ ĕçсене хутшăнакансен шалăвĕ пĕчĕк. Ку ыйтăва татса пама вăхăт, хĕрÿ ĕç çи пуçланас умĕн рабочисене ĕçшĕн тÿлемелли тарифсемпе паллаштармалла – çакăн пек йышăнчĕç пухăннисем.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика