Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç саккунлăхне пăсаççĕ

21 июня 2008 г.

Район прокуратури Патшалăхăн Чăваш Республикинчи ĕç инспекторĕпе пĕрле организацисенче ĕç саккунлăхне мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕсленĕ.

Хăш-пĕр çĕрте ку енĕпе çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, “Путь Ильича” уçă акционерла обществăра 98 ĕçчене кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕччен вара 300 пин тенкĕ ытла ĕç укçи тÿлемен. Кунта ĕç укçин расчет хучĕн формине çирĕплетмен, ĕçлекенсене шалу мĕн чухлĕ тата унтан тытса юлни пирки çырса пĕлтермеççĕ, вĕсене отпуска тухас умĕн икĕ эрне маларах çакăн çинчен пĕлтерсе алă пустармаççĕ.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх “Путь Ильича” уçă акционерла обществăн генеральнăй директорĕ ячĕпе РФ КоАП-ĕн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх административлă майпа йĕркене пăснăшăн ĕç пуçарнă. Кунпа пĕрлех ĕç саккунлăхне пăснине пĕтерме хушса хăварнă, обществăра тăрăшакансен интересĕсене хÿтĕлесе суда заявлени ярса панă.

Районти ММППЖКХ та рабочисемпе ĕç укçипе татăлса пымасть. Унăн ертÿçи ячĕпе те çÿлерех асăннă пек административлă ĕç пуçарнă, суда ĕç укçине шыраса илмешкĕн заявлени тăратнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика