21 июня 2008 г.
Çу вăхăчĕ – выльăх-чĕрлĕх валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăвармалли тапхăр. Паян нумай çул ÿсекен курăксене çулса пуçтарас ĕç массăллăн пуçланман-ха. Çапах та хăш-пĕр хуçалăхсем ку енĕпе малтанхи утăмсем тăваççĕ. Тĕслĕхрен, Асамат” ТЯО-ра козлятник пуссинче хĕрÿ ĕç пырать.
Çак кунсенче эпир ял хуçалăх, экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн тĕп зоотехникĕпе С.Н.КЧЕТКОВПА курса калаçрăмăр, фермăсен тупăшне ÿстерес тĕллевпе районта мĕнле ĕçлесе пынипе интереслентĕмĕр.
– Паян пилĕк уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пулать, – терĕ Сергей Николаевич. – Хĕллехи йывăр тапхăр хыçа юлчĕ. Халĕ кашни хуçалăхра кĕтÿ çаран çинче е нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче çÿрет. Симĕс курăк выльăхсенчен илекен продукци хисепне ÿстерме пулăшать. Опытлă кĕтÿçĕсем çакна лайăх ăнланса ĕнесем çÿремелли лаптăка загонсене пайлаççĕ. Пĕр çĕрте курăк пĕтсен кĕтĕве тепĕр çĕре куçараççĕ. Çапла вара çаран е нумай çул ÿсекен курăк таптанса сая каймасть. Сĕт ытларах сăвасси шыв çителĕклĕ пулнинчен те нумай килет. Выльăхсене плотина е пĕве çумĕнче, юхан шывсен хĕрринче кĕтсе çÿрессине йĕркелемелле.
– Сергей Николаевич, кăçал выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ял ĕçченĕсем умĕнче мĕнлерех задачăсем тăраççĕ?
– Хăш хуçалăхра лайăх пахалăхлă апат – утă, сенаж, силос çителĕклĕ хывса хăварнă – унта выльăхсенчен продукци илесси чакман. Шел пулин те, хăш-пĕр çĕрте çак ĕç çине çиелтен пăхни сисĕнет. Иртнĕ çул эпир кашни условнăй выльăх пуçне 25, 3 центнер апат единици хатĕрлесе хăварнăччĕ. “Свобода” колхозра 37, 4, “Победа” ЯХПК-ра 32 центнер янтланăччĕ. Çав вăхăтрах “Путь Ильича” уçă акционерла обществăра 17, 6 центнер çеç хывса хăварнă.
Кăçал умра пĕлтĕрхинчен пысăкрах тĕллевсем тăраççĕ. Вĕсене ăнăçлă пурнăçлас тесен ертÿçĕсен, ял хуçалăх специалисчĕсен, ферма ĕçченĕсен хастарлăха ÿстермелле. Курăк çулса пуçтарас ĕçе ял халăхне, техникăна туллин явăçтармалла. Акă, утă 4682 тонна, сенаж – 6284, силос – 15640, улăм – 1870, тымар çимĕç – 240, фуражлăх тырă 6672 тонна хатĕрлемелле. Тĕпрен илсен, кашни условнăй выльăх пуçне 32 центнертан кая мар апат единици хывса хăвармалла.
– Темĕн чухлĕ апат хатĕрлесен те ăратлăха çĕнетмесен продукци илесси япăхрах пулса пырать теççĕ...
– Тĕрĕс сăмахсем. Ку енĕпе пăшăрхантаракан тĕслĕхсем сахал мар. Çакă çителĕксĕр ĕçленин сăлтавĕ. Мĕншĕн тесен фермăсенче ĕне сумалли тына пăрусене суйласа илесси йĕркеллĕ пулса пымасть. Нумайрах сĕт антаракан ĕнесем пур вĕт пирĕн. Вĕсен пăрушĕсене уйăрса наука вĕрентнĕ пек тăрантарассине йĕркелемелле. Пысăк тупăш паракан ĕне выльăх хатĕрлессишĕн зооветспециалистсем яваплă. Çакна асăнса хăварни вырăнлă – хуçалăхсенчи тына пăрусем талăкра вăтамран 200-300-шер грамм кăна ÿт хушса пыраççĕ. Чĕрĕ виçи 350-380 килограма çитмесĕрех вĕсене пĕтĕлентерсе хăвараççĕ.
– Сергей Николаевич, халĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕн пилĕк уйăхри кăтартăвĕсене тишкерсе тухар пулĕ. Ăçта мĕнле кăтартусем?
– Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пурĕ 4735 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытнă. Çав шутран 1541 пуçĕ ĕнесем. Кунсăр пуçне 2428 сысна, 170 лаша усраççĕ. Выльăх хисепĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Малтанхи çулхипе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăхсем 345 пуç сахалтарах. Ĕне шучĕ 134 пуç чакнă. Кун пек ĕçлесен эпир ниепле те малалла кайма пултараймастпăр. Вăрăм çул пирвайхи утăмран пуçланать. Пур çĕрте те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе çÿллĕ шая çĕклессишĕн хастарлăха вăйлатса пымалла.
Кăçалхи пилĕк уйăхра сĕт сăвасси районĕпе 211 тонна чакнă. Ку енĕпе каялла туртса пыракансене асăнмасăр иртме çук. “Асамат” хуçалăх, акă, кăçал 138 тонна, “Путь Ильича” – 74, “Аккозинский” – 64 тонна сахалрах сĕт илнĕ. Ытти хуçалăхсенче продукци илесси хăпарнине палăртма пулать. Сĕт ытларах сăвасси – ертÿçĕпе специалист пуçĕнче, доярка аллинче, ĕнен вара чĕлхи çинче теме юрать. Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче кашни ĕне вăтамран 1425 килограмм сĕт антарнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 37 килограмм сахалрах.
Хуçалăх ертÿçисен, ял хуçалăх специалисчĕсен ферма ĕçченĕсемпе пĕрле выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илес тесен çак ĕçсене пурнăçламалла:
- ĕнесемпе пушмак пăрусене зоогигиена ыйтăвĕсене тивĕçтерекен витесенче усрамалла;
- кашни хуçалăхрах кĕтĕве çĕнетмелли çамрăк выльăхсем тытмалла;
- искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли пунктсенче кирлĕ оборудованисемпе инструментсем çителĕклĕ пулмалла;
- мăйракаллă шултра выльăха тата сыснасене тăрантарма тулăх апатлă рацион хатĕрлемелле.
Зоотехниксен сума пăрахнă тата халь çеç пăруланă ĕнесене çитерекен апат тутлăхне минералсемпе витаминсем хушса ÿстермелле. Ветеринари специалисчĕсен ĕнесен организмĕнчи япаласен ылмашăвне, уйрăмах пăруличченхи икĕ уйăхра, тĕрĕслесе тăмалла. Çакă выльăх чирлесрен сыхланма тата мĕнле те пулин чир пуçланассине вăхăтра асăрхаса кирлĕ мерăсем йышăнма май парĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"