Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕ: ыйтусемпе тивĕçлĕ хуравсем

24 мая 2008 г.

Майăн 21-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем – “ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикин 2009-2011 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ çинчен” Указĕ, хăвăрт утассипе Тĕнче кубокне ирттернин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем: Чăваш Республикишĕн, çавăн пекех пĕтĕм Раççейшĕн те обществăпа политика, социаллă пурнăçпа экономика пĕлтерĕшĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пурăнмалли çурт-йĕре, территорисене тирпей-илем кĕртес, тавралăха тата экологине хÿтĕлес, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес, халăха пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерес ыйтусене татса парас ĕçри задачисем.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăнма района ЧР куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераллă Управленийĕн агентствин ертÿçи В.Егоров ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ.

Информаци ушкăнĕсем (пурĕ 10) ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисен коллективĕсемпе, социаллă сфера ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Район пуçлăхĕ А.Криков, В. Егоров тата Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Патьянов “Путь Ильича” уçă акционерла обществăна çитсе халăхпа курса калаçнă. Тĕл пулура çынсем сĕт хакĕ мĕншĕн йÿнелсе кайнипе, асфальт сарса хытарнă çулсене тăвассипе, ялсене тирпей-илем кĕртессипе интересленнĕ. Çак ыйтусем пирки тивĕçлĕ хуравсем илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика