31 января 2008 г.
Юрий Станиславович Ратников Тури Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче 1993 çултанпа ĕçлет. Ю.С.Ратников Ачкасси ял тăрăхĕнче участковăй пулса 6 çул тăрăшнă. Шырав вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ инспектора кăçалхи январĕн 9-мĕшĕнче Кив Атикассипе Штанаш ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе асăрхаса тăма çирĕплетеççĕ. Ку службăри ĕç вырăнĕсене улăштарса тăрассипе çыхăннă. Ĕçĕ нумай енлĕ унăн: пур çĕре те çитмелле, пурне те вăхăтра пулăшмалла. Пĕрре судпа айăпланнисене куçран вĕçертмелле мар.
– Вăрланă, ÿсĕрле харкашнă тĕслĕхсемпе чылай ĕçлетпĕр, – терĕ милици капитанĕ.
Çĕнĕ участковăй

Источник: "Пирěн пурнăç"