16 января 2008 г.
Эпир, пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем, истори предметне пуçласа вĕренетпĕр. Пирĕншĕн аваллăх тĕнчипе паллашма питĕ интереслĕ. Учитель сĕннипе тавра курăма анлăлатма библиотекăна çÿретпĕр, тĕрлĕ интереслĕ кĕнекесем илсе вулатпăр. Илнĕ пĕлÿ вара конкурссенчи тупăшура питĕ пулăшать. Акă, истори предметне вĕрентекен В.Д.Михеркин 5-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче КВН ирттерчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетесси, чи пултаруллисене палăртасси.
Тупăшăва 3 команда хутшăнчĕ: «Историксем» (5 А класс), «Ăру йывăçĕ» (5 Б класс), «Амазонкăсем» (5 В класс). Чи малтанах команда капитанĕсем вăй виçрĕç, истори предметне мĕнле пĕлнине кăтартса пачĕç. Ытти ăмăртусем çак йĕркепе пулса пычĕç: вĕренекенсем карта тăрăх çĕршывсен чиккисене кăтартрĕç, çул çÿревçĕсен ячĕпе хайлавсем çырчĕç, кроссвордсем шутларĕç, историри паллă пулăмсене аса илчĕç. Конкурс питĕ хаваслă та интереслĕ иртрĕ. Жюри членĕсем чи пултаруллисене палăртрĕç. Ыйтусем çине тĕрĕс хурав парса, ытти вăйăсенче пултарулăхпа палăрса 5 Б класра вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна 5 В класрисем тивĕçрĕç, виççĕмĕшсем – 5 А класрисем.
Конкурс вĕренекенсемшĕн усăллă иртнишĕн пурте савăнтăмăр.